Эмел – йăран çинчех
Кавăн, кишĕр, помидор, хĕрлĕ пăрăç чĕлĕм туртакансемшĕн уйрăмах усăллă, мĕншĕн тесен вĕсем ÿпкене хăвăрт хавшама памаççĕ.
Пахчара ĕç вĕресе тăнă вăхăтра кишĕрпе сельдерей сĕткенĕсен хутăшĕ алă айĕнчех пулмалла. Çак хутăша кунне çур литр ĕçни шăмă сыпписене пулăшу кÿрĕ, ывăннине хăвăртрах ирттерĕ.
Помидор хĕрли те, сарри те пулать. Кашнин усси – тĕрлĕрен. Сарри чĕре чирĕсене, катарактăна, ир ватăлнине асăрхаттарать, мĕншĕн тесен унра каротиноид нумай. Хĕрлин тытăмĕнче ликопен текен япала пуррине кура рак чирĕнчен аван сыхлать, нерв клеткисемшĕн те усăллă.
"Ял ĕçченĕ"