Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Çĕр пурлăхне кăларасси – çăмăл ĕç мар

Чăваш Еншĕн чăн пурлăх çĕр тетпĕр. Чăнах та, ылтăн саппасĕсем е нефть таврашĕ нумаййипе мухтанаймасть чăваш. Çапах пахча çимĕç лартса, тыр-пул туса илме вăй-хала шеллемелле кăна мар, пулăхлă тăпра çителĕклех пирĕн тăрăхра.

Çĕр айĕнчи хăш-пĕр пурлăх вара пÿрт лартнă чухне, уй-хир ĕçĕсенче усă курма та çитет-тĕр. Ытларах чухне извеç чул-тăприсене "порода", тăм, хăйăр тата ыттине кăлараççĕ. Извеç çăнăхне уйсенчи йÿçеклĕх шайне чакарма, вак чулне строительствăра усă кураççĕ.

Чăваш Республикин Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви пĕлтернĕ тăрăх, республикăра çĕр айĕнчи пурлăха кăлармашкăн 48 лицензи панă, çав шутра вырăна тĕпчемешкăн 10-ăн ирĕк илнĕ. Анчах çĕр пурлăхне кăларнă чухне Çĕр çинчен калакан саккуна пăснă тĕслĕх сахал мар.

Управлени специалисчĕсен ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ лаптăксенче çĕр пурлăхне кăларнине тĕрĕслеме ирĕк пур. Сăмах май, кунашкал вырăн республикипе – 20 ытла.

Патшалăх çĕр надзорĕн пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.Воронова каланă тăрăх, кăçал хальлĕхе Канаш («Агат» АУО тăм кăларнă), Çĕрпÿ («Çĕрпÿ ял хуçалăх химийĕ» АУО – карбонат чул-тăприне), Тăвай («Ял хуçалăх химийĕ» АУО карбонат чул-тăприне), Пăрачкав («Агрохимсервис» МУП – карбонат чул-тăприне) районĕсенче ку ĕçе мĕнле йĕркеленине тĕпченĕ те çакнашкал çитменлĕхсем куç тĕлне пулнă. Лаптăксен тĕлĕшпе предприятисем межевани ĕçне йĕркелемен, вĕсене кадастр учетне илмен, предприятисен çĕр харпăрлăх пулнине çирĕплетекен свидетельство е ăна арендăна илнине ĕнентерекен килĕшÿ те пулман. Асăннă йĕркесене пăхăнманшăн вара Раççей Федерацийĕн Административлă йĕркене пăсни çинчен калакан кодексăн 7.1 статйипе явап тыттараççĕ.

Тепĕр пĕлтерĕшлĕ саманта та уяманни çиеле тухнă. Çĕр айĕнчи пурлăха кăларма пуçличчен рекультиваци "пулăхлă çĕре вырăнне тавăрса ăна усă курма юрăхлă тăвасси" проекчĕ хатĕрлемелле. Унта вăхăта, лаптăк калăпăшне тата пурнăçламалли ĕçсене палăртмалла.

ГОСТ требованийĕсемпе килĕшÿллĕн ĕçсем хыççăн çĕрĕн çиелти сийĕн пулăхлăхне тавăрасси предприятисен тивĕçĕ пулса тăрать. Пулăхлă сийе уйрăммăн хырса илмелле те ятарласа уйăрнă вырăнта упрамалла. Капла ăна 20 çул таранах упрама юрать.

Анчах та çак йĕркене пăхăнсах каймаççĕ тесен те юрать. Унта та кунта шăтăк чавса пĕтереççĕ. Пулăхлă сий ăçта выртнине (енчен те вăл упранса юлнă пулсан) те тÿрех ăнланса илеймĕн. Çав тĕлти çĕре акма-лартма юрăхлă тăвас тесе тăрăшмаççĕ.

Шăпах çакнашкал ÿкерчĕк тухса тăнă та иртнĕ çул Шупашкар районĕнчи «Ишлей кирпич завочĕ» общество çĕр пурлăхне кăларнă вырăнта. Унта 1 гектар лаптăкăн паха сийĕн ытларах пайне сая янă. Çĕре, ун айĕнчи хăйăрпа пĕрле, кирпĕч тунă çĕре янă тесе пĕтĕмлетме те май пулнă. Рекультиваци проекчĕ хатĕрлесе те вăхăта ирттермен унта. Предприятие административлă майпа явап тыттарнă. Кунсăр пуçне обществăн рекультиваци проектне те хатĕрлемелле пулать.

Çак районти акционерсен «Шупашкар керамики» хупă обществи ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр çинче тăм кăларнă. Анчах та ку лаптăк тĕлĕшпе нимĕнле документ (тара илнине çирĕплетекен е çĕре промышленноç пĕлтерĕшлĕ категорие куçарни çинчен палăртакан) та тутарман. Ĕçе пуçличчен рекультиваци проекчĕ хатĕрлемелле пулнине те асăннă управлени ĕçченĕсен аса илтерме тивнĕ. Палăртмалла, кая юлса пулин те общество çак çитменлĕхе пĕтернĕ. Пулăхлă çĕре вырăна тавăрнă-ха общество. Анчах та ĕç кунпа кăна вĕçленмест-çке. Иккĕмĕш тапхăр вăл – биологи рекультивацийĕ. Çĕр çинчен калакан саккунсемпе килĕшÿллĕн лаптăка акса хăвармалла, çапла пулăхлăхне тавăрмалла.

 



"Ял ĕçченĕ"
16 октября 2012
00:00
Поделиться