Çамрăк художникăн куравĕ
Наталья Евдокимова Енĕш Нăрваш хĕрĕ. Канашри педколледжра вĕреннĕ чухнех вăл картинăсем ÿкерес енĕпе палăрса тăнă. Алла дизайнер дипломне илсессĕн хăйĕн чун туртăмĕпе Шупашкарти педуниверситетăн художествăпа графика факультетне вĕренме çул тытнă. Çулталăк каялла Наталья хăйĕн чылай ĕçĕнчен ялти библиотекăра выставка йĕркеленĕччĕ, вулавçăсем унăн картинисене курса киленнĕччĕ. Районта ирттернĕ “Тăвай районĕн эмблеми” конкурсра та çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.
Халĕ Н.Евдокимова иккĕмĕш курс студентки, хăйĕн ÿкерес ăсталăхне университетра тарăнлатса пырать. Çак кунсенче вара Наталья хăйĕн картинисенчен йĕркеленĕ курава Енĕш Нăрвашри историпе мемориал халăх музейĕнче уçрĕ. Картинăсен шутĕнче “Полусапожки”, “Натюрморт с луком”, “Мамины руки”, “К чаю” тата ытти те. Шкулта вĕренекен ачасен унăн ĕçĕсемпе паллашнă хыççăн, тен, хăйсен те картинăсем ÿкерес туйăмсем çуралĕç, ял халăхĕ е ытти куравçăсем те çамрăк художникăн ĕçĕсене хак парĕç.
Юлашкинчен çакăн пек те калассăм килет: тен, Наталья Евдокимова Енĕш Нăрвашри М.С.Спиридонов, Н.Н.Сверчков, П.М.Меркурьев художниксен ĕçĕсене тăсаканĕ те пулĕ. Натальйăн ашшĕ Петр Константинович, амăшĕ Людмила Васильевна ялти сăпайлă та ĕçчен çынсем, çемьере ачисене тĕрĕс воспитани парас тесе тăрăшаççĕ, вĕсен малашлăхне çул уçса пыраççĕ. Пур енĕпе те ăнăçу сире, Евдокимовсем.