Сутаканнине – тупăш, усă кураканине – вилĕм
Раççее çуллен Таджикистан, Кăркăсстан, Казахстан урлă 20–25 тонна героинпа опий çитет. Ытларах автомобиль тата чугун çул транспорчĕпе лекет. Ăна сутассипе çĕр-шывра преступниксен йĕркеленнĕ ушкăнĕсем ĕçлеççĕ.
Кăçалхи 1-мĕш çур çулта кăна наркотиксен çаврăнăшне контроллекен федераллă служба вилĕм кÿрекен пысăк каналсен çулне пÿлчĕ. Çавăн чухне 9 тонна наркотикле хатĕрсем, психотроплă япаласем туртса илнĕ, çав шутра 1,8 тонна – опий, 6,7 тонна – каннабис ушкăнĕнчи наркотиксем,
Пĕр сăмахпа, тĕнчере тем тĕрлĕ наркотикпа та усă кураççĕ. Раççейре марихуана та анлă сарăлнă (3,5 млн. çын усă курать). Тĕнчери наркотиксен çаврăнăшĕ наркомафие çуллен 500–800 млрд. доллар тупăш парать Ахальтен мар наркобаронсем “çăмăл наркотиксене”, туртмалли хутăшсене ирĕклĕн сутмалла тăвасшăн (Сорос финансистах). “Çăмăл наркотик” çук, вĕсем пурте хăйсен хура ĕçне тăваççĕ, пĕвере, пÿресене, хырăмай парĕсене пĕтереççĕ. Наркотиксен çулне татăклăн пÿлмелле, мĕншĕн тесен вĕсем çын пурнăçне татаççĕ, ăна вăхăтсăр çĕре кĕртеççĕ.