Хунавсем туяннă чухне мĕн пĕлмелле?
Кĕркунне республикăра, çав шутра районсенче те, çимĕç паракан тата илем кÿрекен йывăçсен хунавĕсене сутаççĕ. Анчах, шел пулин те, сутлăхра час-часах йăхĕ-тĕпĕ паллă мар, тĕпрен илсен, Раççейĕн кăнтăр регионĕсенчен илсе килекен хунавсем сутнине курма пулать. Унашкал хунавсем пирĕн тăрăхри сивĕ климат условийĕсене тÿсеймеççĕ, пĕтеççĕ. Çавăнпа хамăр республикăра çитĕнтерме сĕннĕ тата районланă сортсене туянма тăрăшмалла.
Хунавсене çиелтен пăхнипе вăл мĕнле çимĕç йывăççин сорчĕ тата ăçтан пулнине пĕлме çук. Çавăнпа туянакансен сутуçăсенчен хунавсен сорчĕпе пахалăх енĕсене çирĕплетсе паракан документсем ыйтмалла: ку вăл сертификатсем, вĕсенче хунавсем мĕнле культура пулнине, сорчĕсене тата категорине, çавăн пекех лартмалли материалăн пахалăх енĕсене – таварлăх сортне, юпленнĕ тымарсен хисепĕпе тăршшĕне, тымар тытăмĕ мĕнле пулнине, сăтăрçăсем, чир-чĕр, карантинлă объектсем тата аманнă вырăнсем пуррипе çуккине кăтартаççĕ. Енчен те лартмалли хунавсене Раççейĕн ытти регионĕсенчен илсе килнĕ пулсан, ун пек чухне çав продукцин карантин сертификатне ыйтмалла. Ку мĕн тума кирлĕ? Хунавсемпе пĕрле карантинлă сăтăрçăсемпе чир-чĕр килме пултарать. Çапла улма-çырла продукцийĕ çинче калифорни щитовкине, тымарсем çинчи тăпрара вара – ылтăн тĕслĕ çĕр улми нематодине асăрхама пулать, уйрăмах пысăк сăтăрлăхĕпе çимĕç йывăççисен инфекциллĕ чирĕ – бактериллĕ пиçни палăрса тăрать. Паянхи кун тĕлне асăннă чирĕн вучахĕсене Карачаево–Черкессире, Самара, Саратов, Воронеж, Белгород, Тамбов, Калининград облаçĕсенче тупса палăртнă. Инфекцие пуçаракан бактери çимĕç йывăççисемпе тĕмсен 170 ытла тĕсне сиенлет, вĕсен шутĕнче улмуççи, груша, катăркас "боярышник", пилеш, чие, черешня, слива, хурăн çырли, ирга, хăмла çырли, роза тата ытти те пур. Чирлĕ хунавсем кил-çурт çумĕнчи участокра ÿсекен сывă йывăçсемпе тĕмсемшĕн чир-чĕр çăлкуçĕ пулса тăраççĕ. Бактериллĕ пиçнин чирне пуçаракан бактерисем инфекциллĕ ÿсен-тăран çинче хĕл каçаççĕ. Çуркунне вăл уйрăмах сиенлекен тĕп çăлкуç пулса тăрать. Бактерисем ÿсен-тăрана чечексем, хушăк-çурăксем, пĕчĕк сурансем урлă кĕреççĕ. Чир аталанса пынă май бактерисем йывăç вуллин тата турачĕсен хуппи тăрăх саланаççĕ, пĕтĕм йывăçа сиенлеççĕ те ăна хăртаççĕ. Чир симптомĕсем: чечек пуххисем шанса пĕтеççĕ, чечекĕсем хуралаççĕ. Сиенленнĕ çамрăк хунав туратсемпе ытти туратсем малтан шĕвекпе тулаççĕ, унтан вăл тумламăн сăрхăнма, йывăç хуппи тăрăх юхма тытăнать, хунав турачĕсемпе ытти туратсем шанаççĕ, тĕссĕрленеççĕ, вĕçĕсем çекĕл евĕр кукăрăлса лараççĕ. Çулçăсем хуралаççĕ, пĕтĕрĕнеççĕ, типсе хăраççĕ, анчах тăкăнмаççĕ. Нÿрлĕ çанталăкра сиенленнĕ тĕртĕмсенчен (тканьсенчен) час-часах сĕт евĕр шурă тумламсем тухаççĕ.
Чирлĕ йывăçсем çулăмпа ĕнтнĕ пек курăнаççĕ. Чир çакăнтан “пиçни”, “пиçсе кайни” ят илнĕ те.
Çимĕç йывăççисен çак чирĕ лартмалли тата сыпмалли материалсем, турат касмалли инструментсем, шăркалантаракан хурт-кăпшанкă – пыл хурчĕсем, сăпсасем, шăнасем, пыйтăсем урлă сарăлать. Сиенленнĕ çимĕçсемпе инфекци лекнĕ тара та чир çăлкуçĕ пулса тăма пултараççĕ.
Хисеплĕ пахчаçăсем, сад ăстисем, çимĕç кÿрекен йывăçсем çинче пĕлмен чир-чĕр паллисене асăрхасан Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн ÿсен-тăран карантинĕ, тырă пахалăхĕ тата вăрлăх контролĕ тĕлĕшпе тимлекен пайне çак адреспа – Шупашкар хули, Крупская урамĕ, 9 ç., тел. 52-80-29, 52-80-33, 52-71-54 тата 54-55-61 – пĕлтерме ыйтатпăр.