Тирпейлĕхшĕн тимлерĕç
«Тăтăшах тасатакан çĕрте мар, вараламан вырăнта таса», – тенĕ ватăсем. Çак ăслă сăмахсене тĕпе хурса пурăнма пуçларăмăр пулас-ха. Ăçта килчĕ унта çÿп-çап пăрахми пултăмăр. Ялсенчи урамсенче те тирпейлĕх хуçаланма пуçларĕ.
Пушă вăхăтпа усă курса çынсем халь харпăр хăй территорийĕсене тасатма васкаççĕ. «Юнашарринче пĕр çÿп-çап та çук. Пирĕн вара таса мар. Вĕсенчен аван мар, айтăр тухса тирпейлер»,– тесе кар! тăрса ĕçлеме хăнăхрĕç районта пурăнакансем.
Иртнĕ эрнере районти больница коллективĕ, Тăвайри çыхăну узелĕн работникĕсем, район администрацийĕн ĕçченĕсем, Канашри почтамтăн почтальонкисем, «Ял ĕçченĕ» хаçат редакцийĕн сотрудникĕсем тата ыттисем те йывăçсем çинчен ÿкнĕ çулçăсене шăлса тасатрĕç, хăрăк йывăçсене касса тирпейлерĕç, юр айне тавралăх таса кĕтĕр тесе тăрăшрĕç.