Тăвайра автомойка уçăлчĕ
Çак эрнере Тăвайра автомашинăсем çăвакан пункт уçăлчĕ. Планпа ăна кăçалхи декабрьте тин уçма палăртнăччĕ, анчах Михаил Иванов предприниматель ăна маларах та хута яма ĕлкĕрчĕ. Автомойкăна райпо кантурĕн хыçĕнче, унччен котельнăй пулнă вырăнта туса лартнă. Ĕнер çурта газ панă, çавна май ăшă шывпа тивĕçтернĕ.
Машинăсене пĕр-пĕринчен стенапа уйăрнă икĕ пÿлĕмре çăваççĕ. Ку ĕçре ют çĕр-шывра туса кăларнă “Korсher” оборудованипе усă кураççĕ.
–Хальлĕхе ĕç тухăçлăхĕ мĕнле пулмаллине калаймастăп, анчах Канашра 50 автомашинăран кая мар çăваççĕ, çавăнпа та çак кунсенчех унтан икĕ специалиста рабочисене вĕрентме чĕнсе илесшĕн. Паянхи кун кунта 3 рабочи ĕçлет, çитес эрнерен тепĕр çынна илесшĕн, – каласа парать Михаил Сергеевич.
Ĕмĕтсем пысăк унăн. Автомойкăн 2-мĕш хутĕнче вăл автомашинăсем валли запас пайсен заказне йышăнакан кантур, рабочисем валли йăла пÿлĕмĕ, администратор кабинечĕ йĕркелесшĕн.
Предприниматель хăй Нÿшкассинчен. Пирвай 25 çул Çурçĕрте ĕçленĕ. Çемьеллĕ. Кăçал кĕркунне вăл 300 пин тенкĕлĕх грант выляса илнĕ. Анчах ку, ун шучĕпе, тÿснĕ тăкаксемпе танлаштарсан, тумлам кăна.
Виçĕм кун мойкăра 25 автомашина çуса кăларнă пулсан, ĕнер кăнтăрла тĕлне 15 автомашина çунăччĕ.