Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Шлак сарса хытарнă

Халăх сурать, кÿлĕ пулать тенĕ майлах килсе тухнă ку. Енĕш Нăрваш ялĕнчи Николаев урамĕнче шлак тăкса 150 метр тăршшĕ çул тунă.

Тĕп урамсен шутĕнче мар ку урам, асфальт таврашĕ çитеймен унта ку таранччен, çавăнпа çынсем хăйсен шутĕнчен укçа пухса шлак сарса çирĕплетме шутланă ăна. Уйрăмах çакăншăн Александр Витальевич Герасимов нумай тăрăшнине каласа параççĕ. Зоя Васильевна Герасимова та укçа пуçтарса, ырă ĕçшĕн агитацилесе витĕм кÿнĕ, теççĕ. Ял администрацийĕ транспорт услугисемпе пулăшу панă. Унăн пуçлăхĕ Виталий Васильевич Петров унта пырсах тăнă. Владимир Гурьевич Степанов хăйĕн МАЗ машинипе тивĕçтернĕ. Малтан кирпĕч ванчăкĕсем турттарса тăкнă вăл лакăм-тĕкĕмлĕ вырăнсене. Шлак çине те кирпĕч ванчăкĕсем сарма шухăшлаççĕ май тупса. Шлака “Дорстрой” машинисем турттарнă, теççĕ. Ăна Петр Иванович Лукин бульдозерпа тĕртсе якатса панă.

Тăрăшсан, ĕç пулать авă. Тавах Турра, шлак хытрĕ, теççĕ Николаев урамĕнче пурăнакансем. Çиелтен кирпĕч ванчăкĕ те тăкса тикĕслесен тата çирĕпрех те шанчăклăрах пуласса шанаççĕ.

 



"Ял ĕçченĕ"
30 октября 2012
00:00
Поделиться