Мĕнле юпа-ши киремет сăртĕнче?
Нумаях пулмасть пирĕн района “Самант” журнал редакцийĕнче ĕçлекенсем – Алина Герасимовапа Владимир Степанов – килсе кайрĕç. Вĕсемпе пĕрле хамăр ентеш, “Аксар” студи директорĕ Алексей Иванов та пулчĕ. Хăнасем Тăрмăш çывăхĕнчи Киремет сăрчĕ çинчи чул юпана çитсе курма кăмăл турĕç. Тăрмăшри çулланнă çынсем каланă тăрăх, çав пысăк чул лапам вырăнта (Турмышка юхан шывĕнчен инçе маар) тахçантанпах выртнă. Ял историйĕпе кăсăкланакансем (Э.С.Ушаков историк-тавра пĕлÿçĕ, В.И.Разин художник тата ыттисем) çав капмар чула тăратса çирĕплетсе лартнă. Разин художник чул çине авалхи саспаллисемпе ăсчахсем кăна ăнланма пултаракан сăмахсем касса çырнă. Унăн пĕлтерĕшĕ çапларах: “Йăх-тĕпе упрар”. Асăннă чулпа Чÿкçырми ялĕнче çуралса ÿснĕ паллă тĕпчевçĕ те (Г.А.Александров историк пулĕ тетпĕр) кăсăкланнă, çакна тăрмăшсем астăваççĕ. Мĕнле чул, тен, тĕне кĕмен чăвашсен чÿк тумалли чулĕ е урăх пĕлтерĕшлĕ? – çакна археологсемпе тĕпчевçĕсем хурав паччăр. Тăрмăшсем хăйсем те пĕлнине-илтнине уçăмлăрах çырса кăтартĕç.
Асăннă вырăналлах, сăртăн чи çÿллĕ пайĕнче, тÿрем çĕрте чĕре евĕр пысăках мар тепĕр чул тупрăмăр. Ун çинче тăватă кĕтеслĕ ятарласа шăтарнă шăтăк та пур. Чул кунта ахăртнех чылайранпа упранать. Унăнне те тупсăмне пĕлес килет.
А.Герасимова Тăвай шкулне васкарĕ, В.Степанов, А.Аскар тата эпĕ Енĕш Нăрваша таврăнтăмăр. “Самант” редакторĕ ялти паллă вырăнсене çитсе курасшăн пулчĕ. Çавăн пек вырăнсенчен пĕри – “Шăрчăк касси”. Ку урамра чăваш халăх художникĕсем Моисей Спиридоновпа Никита Сверчков, СССР халăх артистки Вера Кузьмина çуралса ÿснĕ. Урама хирĕç, тепĕр енче – Киремет сăрчĕ "тăвайкки". Ялта вăйлă çăлсем виççĕ: Сикте, Павар тата Неркей. Ял хушшипе юхса выртакан Нăрваш шывĕ хĕррипе ĕмĕрхи йăмрасем ÿсеççĕ. Периметрпа 7 метр патнелле çывхараççĕ. Миçе çулта-ши вĕсем?
Ялăн иртнĕ кун-çулне пĕтĕмлетме пулăшакан вырăн вара ялти истори астăвăмĕн музейĕ. Унта тĕрлĕ экспонатсем, ĕç хатĕрĕсемпе тумтир, сăн ÿкерчĕксемпе документсем упранаççĕ. Кăсăклансах паллашрĕ ялти музейпе “Самант” журнал редакторĕ, унăн ĕçне хакласа чĕререн тухакан тав сăмахĕсем çырса хăварчĕ. Эпир ăна ял историйĕпе паллаштаракан кĕнеке парнелерĕмĕр.