Хуçалăх вăй илсех пырать
Чутей ферминче иртнĕ вырсарни кун каçпа пултăм. Çынна тумĕпе кĕтсе илеççĕ, ăсне кура ăсатса яраççĕ тенĕ евĕр, “Чутеевский” ял хуçалăх производство кооперативĕн сĕт-çу ферми вара юлашки вăхăтра “тумĕпе те, ăсĕпе те” илĕртерех парать. Мĕншĕн тетĕр-и? Мĕншĕн тесен асăннă ферма тулашĕнчен те, шалтан та çĕнелсе пырать тата уншăн тăрăшаканĕсем те мал ĕмĕтлĕ.
Сăмах кунта чи малтанах “Чутеевский” ЯХПК председателĕ Виталий Петрович Гурин пирки пырать. Вăл Шупашкарти ваткăпа çĕвĕ тата Çĕрпÿри кайăк-кĕшĕк фабрикисен учредителĕ-пуçлăхĕ пулнă май, производствăна аталантарма, сăмах та çук, питĕ нумай вăй хурать. Çапла, сăмахран, Çĕрпÿри кайăк-кĕшĕк фабрикинче, вуншар пин путене, темиçе пиншер пуç хур амипе кăвакал ами тата страуссем усраççĕ. Чи пĕлтерĕшли – асăннă предприяти тупăшлă.
Виталий Петрович “Чутеевский” ял хуçалăх производство кооперативне аталантарма та чăннипех чунне парать. Вăл тилхепене алла тытнăранпа хуçалăх çирĕппĕн вăй илсе пыма пуçларĕ: тĕрлĕрен çĕнĕ техникăпа пуянланчĕ хуçалăх, вăрлăх хуçалăхне çĕнетрĕ, уйсене пĕтĕмпех акса тума тытăнчĕ, выльăхсем туянчĕ, апат никĕсне çирĕплетрĕ, фермăри чылай витене реконструкци туса лайăхлатрĕ, вĕсене те техника кĕчĕ. Хальхи вăхăтра та тепĕр вăрăм витене çĕнетсе улăштараççĕ. Кунта самăртакан мăйракаллă шултра выльăхсем усрама палăртаççĕ. Халĕ тислĕк транспортерĕсем вырнаçтарма хатĕрленеççĕ. Маччине варринчен тăршшĕпе трактор кĕмелĕх çÿллĕлетсе тунă. Ку вăл апата выльăхсене раздатчикпе валеçсе пама çапла кирлĕ. Витере хальлĕхе ĕçсем сахал мар-ха. Анчах ăна Çĕнĕ çулччен хута ярасшăн. Унпа вĕçе-вĕçĕн тенĕ пек вырнаçнă витене те пĕлтĕр декабрьте ĕçе кĕртнĕччĕ. Халĕ унта 81 пуç пăру. Çамрăк выльăхсене Неля Шамбулина чунтан парăнса пăхнине каларĕç. Кунтах лутра тимĕр карта ăшĕнче тата аслăк айĕнче романовски ăратлă сурăхсем тытаççĕ. Çирĕм пуç ытларах илсе килнĕччĕ вĕсене нумаях пулмасть, халĕ, пăранласа пынăçемĕн, хĕрĕх виççе çитнĕ. Галина Яклашкинапа унăн упăшки Валерий Николаевич вĕсен умне люцерна ути хурса паратчĕç. Айсарăмĕ те пур.
Эпĕ фермăна пынă тĕле Шупашкартан шăпах Виталий Петрович Гурин председатель килнĕччĕ. Виталий Леонидович Шерне управляющи те унпа пĕрлеччĕ.
–Ÿссе, самăрăлса çитнĕ такасене сутма юрать. Ун пеккисем пур-и? – ыйтрĕ В.Гурин.
–Пур, – терĕ, председательпе килĕшсе, управляющи.
Фермăри арман çурчĕ хавшанăран иккĕшĕн хушшинче ăна тăвас пирки те сăмах пынă иккен.
–Халĕ реконструкци тăвакан витене çĕнетсе хута янă хыççăн хуçалăха вăхăтлăха укçа-тенкĕ хывма чарăнас шухăш та пурччĕ. Анчах акă арман çуртне тумалли паллă пулчĕ. Тавай, килĕшĕр, хаклашăпăр, – терĕ В.Гурин управляющие.
–Укçине ăçтан çитеретĕр кунта валли? – тетĕп.
–Хуçалăх хăй кăна вăй илеймĕ. Ăçтан çитертĕр хуçалăх ун чухлĕ укçа( Çавăнпа пулăшатăп та ăна ураланса, вăй илсе кайма, – хуравларĕ Виталий Гурин.
Виталий Петрович – аллăна çывхарса пыракан илемлĕ сăн-питлĕ, кĕрнеклĕ çын. Сăмаха виçеллĕ калаçать, ырă ĕçе хаклама пĕлни сисĕнет.
Ял хуçалăх кооперативĕн производствине укçа-тенкĕ хывни усă кÿрессе шанать. Çавăнпа кредитсемпе те ĕçлет. Вĕт халĕ хуçалăхăн производство калăпăшĕ чăнах та хушăнса пырать. Кăçал акă пĕтĕмпе 10040 центнер тырă туса илнĕ, кашни гектар вăтамран 18,9 центнер тухăç панă. Вунă уйăхра 490 тонна сĕт туса илнĕ. Ăна аван хакпа сутаççĕ. Ĕнесен январь-октябрь уйăхĕсенчи вăтам продуктивлăхĕ 4183 килогрампа танлашнă. Фермăра пурĕ 123 сăвакан ĕне. Чăн та, ку вăхăтра вĕсенчен чылайăшĕ пăрулас умĕн сĕт пăрахса пынине каларĕ В.Шерне. Çавăнпа талăкри сăвăм пĕчĕкрех халь.
Выльăхсене витене кĕртнĕ, кĕтĕве илсе тухмаççĕ тин. Кăнтăрла кăна картишне уçăлма кăлараççĕ. Ку, паллах, выльăх организмĕшĕн питĕ кирлĕ. Сĕт ан чактăр тесе, выльăхсене тулăх тăрантарнине каларĕç. Тĕрлĕ апат çителĕклĕ хатĕрленĕ хĕл каçма. Утă-улăм – рулонсенче. Люцернăпа кукурузăран, козлятникрен 4 траншея силоспа сенаж хывнă. Тырă фуражĕ 4-шар килограмм çитереççĕ кунне. Ăна апат хутăшĕпе пĕрле мар, уйрăм параççĕ. Ĕнесене талăкра икĕ хутчен машинăпа сăваççĕ. Елена Витальевна Куприянова тата Наталия Николаевна Титова дояркăсем сĕт суса илессипе ыттисенчен палăрса тăнине хыпарларĕç. Нормăна çывхартăр тесе, дояркăсем пĕтĕленнĕ пушмак пăрусем те пăхаççĕ.
Ĕнесем усракан вите – 200 пуçлăх. Ăна тултарас тĕллев тăрать. Кашни объектăн тулли хăватпа ĕçлемелле.
Сахалрах тăкакпа тата перекетлĕ ĕçлесси те тимлĕхрех пулнине асăнчĕ В.Шерне управляющи. Ку тĕрĕс ĕнтĕ, шăли-вали ĕçлесе укçа-тенкĕне çилпе вĕçтерес çук.
Ку вăл çĕр ĕçĕнче те çавах. Çавăнпа çине тăрса сухаланă мĕн пур лаптăка. “Çитмĕл гектар кăна юлнă хура пусă уйĕ”, – терĕ управляющи. Кĕрхи сухара Владислав Козловпа Сергей Иванов механизаторсем палăрнă – вĕсем пирки ăшă сăмахсем каларĕ. Сухаланипе сухаламанни пĕр мар – çакна хуçалăхра хăйĕнче сăнаса пĕлнĕ. Çапла пĕлтĕр вăхăтра сухаласа хăварнă лаптăксем кăçал вăтамран 27–28 центнер тухăç панă. Уйрăмлăх авă мĕн чухлĕ – тепĕр çур тухăç.
Çитес çулхи вăйлă тыр-пулшăн тăрăшсах 37 гектар ыраш тата 220 гектар кĕрхи тулă акса хăварнă. Элита вăрлăхсем туяннă.
Тухăçлă та перекетлĕ ĕç пайталлă. Ĕçлекенсемшĕн те лайăх: вырма вăхăтĕнчи пĕр уйăхшăн çынсене 500 пин тенкĕ ĕç укçи тÿлерĕмĕр, терĕ В.Шерне управляющи. Виталий Петрович Гурин каланă тăрăх, тăрăшуллă дояркăсем 10–12-шер пин тенкĕ ĕçлесе илнĕ çуллахи уйăхсенче.