Остеопороз – шăмă тытăмĕн чирĕ
Чире пула шăмăсем çирĕплĕхне çухатаççĕ, патракланаççĕ, çăмăллăнах хуçăлма пултараççĕ. Шăмă масси систермесĕр чакса пырать, унăн тытăмĕ палăрмасăр пăсăлать, чир пирки шăмă хуçăлсан кăна пĕлетĕн.
Сăмах май, остеопороз чухне шăмă та, сыпă та ыратмасть, хуçăлсан кăна асаплантарать. Пурнăç тăршшĕпе шăмă ялан арканать, унтан каллех çĕнелет, ку питĕ шайлашуллă пулса пырать. Аркану çĕнелнинчен хăвăртрах пулса пырсан, чир аталанать. Çиелтен пăхсан шăмă йĕркеллех курăнать, анчах шалта шăтăкланнипе патракланать. 50 çултан аслăрах çынсен сывлăхне тĕрĕсленĕ май Раççейре остеопороз кашни виççĕмĕш хĕрарăмăн тата пиллĕкмĕш арçыннăн пуррине палăртнă. Ку çак чирпе 10 миллион çын ытла аптранине пĕлтерет. Хĕрарăмсен çулсем иртсе пынăçемĕн ар гормонĕсен шайĕ чакать, эстрогенсен çитменлĕхĕ остеопороза аталанма витĕм кÿрет. Арçынсен малтанах шăмăсем çирĕпрех пулнипе вĕсем çак чирпе сайрарах аптраççĕ.
Шăмă чылай вăхăт хускалмасан е тĕрлĕ чире, е хăш-пĕр эмеле нумай вăхăт ĕçнипе вăйсăрланма пултарать. Чирлес хăрушлăх кашниннех пур. Шăмă тĕртĕмне табак туртни, эрех ĕçни сиенлĕ витĕм кÿреççĕ. Кофе нумай (кунне 4 чашăкран ытла) ĕçни кальцие шăкпа кăларассине вăйлатать, пĕçĕ шăмми хуçăлас хăрушлăха ÿстерет. Апатра тăвар тата белок, фосфор (аш çимĕçĕсенче нумай) ытлашши пулни те çакăн пек витĕм кÿрет. Сахал хускалнипе шăмăсем çÿхелеççĕ.
Шăмă хуçăласса ан кĕтĕр, тĕрĕсленĕр. Остеопороз пуррипе çуккине денситометри мелĕпе ятарлă приборпа палăртаççĕ. Хăш чухне диагностикăра рентгенографипе усă кураççĕ. Денситометри меслечĕ чире пуçламăш тапхăрта палăртса сиплеве вăхăтра пуçлама пулăшать. Рентгенографи мелĕпе остеопороз аталанăвне шăмă массин 30–40 проценчĕ çухалсан кăна асăрхама пулать. Сăмах май, çитес çул республикăн эндокринологи диспансерĕнче хальхи оборудовани вырнаçтарнă остеопороз профилактикин центрне уçма хатĕрленеççĕ.
Остеопороз – хăрушă чир. Тĕнчере вилĕм сăлтавĕ пулса тăракан чирсем хушшинче остеопороз шăпах тăваттăмĕш вырăн йышăнать.
Шăмă патракланнине палăртсан тухтăр хушнă пек тÿрех сипленме пуçламалла. Шăмма çирĕплетекен препаратсем пур, вĕсене ĕçсе пурăнсан хуçăлас хăрушлăх икĕ хут е ытларах та чакать. Çакăнпа пĕрлех тухтăр çырса панă кальципе Д витамина ĕçни те пĕлтерĕшлĕ. Нумай вăхăт сипленмелле.
Профилактика тĕллевĕпе кальципе Д витаминлă çимĕçсем кирлине ан манăр. Менотăхтав хыççăнхи хĕрарăмсемпе аллăран иртнĕ арçынсене кальци куллен 1000–1500 миллиграмм кирлĕ. Аллă çултан кĕçĕнреххисене – 1000 миллиграмм. Талăкра апатпа мĕн чухлĕ кальци кĕнине ятарлă таблицăсем тăрăх шутласа кăларма пулать. Тĕслĕхрен, 1 стакан сĕтре е кефирта – 120 миллиграмм,
Кофе, тăвар виçине чакарăр. Ан туртăр, эрех-сăрана чикĕлĕр. Физкультурăпа туслашăр, çуран нумайрах çÿрĕр. Уçă сывлăшра куллен 30–60 минутран кая мар утни усăллă. Çак йĕркесем шăмă тĕртĕмне çĕнелме, шăмă хуçăлас хăрушлăха чакарма пулăшаççĕ.