Юбилейĕ тепĕр çулта
Журналистсен пĕрремĕш творчествăлла союзĕ Чăваш Республикинче 1923 çулта йĕркеленнĕ. “Канаш” хаçатăн журналисчĕсем пуçарнипе 1923 çулхи июнĕн 30 тата июлĕн 1-мĕшĕсенче Шупашкарта пичет ĕçченĕсен пухăвĕ пулнă, унта çыравçăсемпе журналистсен союзне йĕркеленĕ. Пухурисем Союз уставне йышăннă, ертсе пыракан органсене çирĕплетнĕ. Бюро председателĕ пулма паллă патшалăх ĕçченне, Даниил Эльмене "Семенов", ответлă секретарьне – “Канаш” хаçат редакторне Николай Золотова суйланă.
1923 çул вĕçленнĕ тĕле “Канаш” союз членĕсем 40 çитнĕ. Пуçламăш организацисем Етĕрнере, Канашра, Хĕрлĕ Чутайра, Кавалта йĕркеленнĕ. Союз ертÿçисем пуçарнипе “Сунтал” (1924), “Капкăн” (1925) журналсем, “Çамрăк хресчен” хаçат кăларма пуçланă, чăвашла радиопередачăсем ирттернĕ. Çыравçăсемпе журналистсен “Канаш” ятлă союзĕ 1926 çулччен ĕçленĕ. Унтан пролетари çыравçисен Чăваш Ассоциацийĕ йĕркеленнĕ. Журналистсем творчествăлла организацисĕр тăрса юлнă. 1959 çулта СССРти журналистсен Союзĕн Чăваш уйрăмне туса хунă.
2010 çулхи июнĕн 30-мĕшĕнче ЧР журналистсен Союзĕн ХVII съезчĕ пулса иртнĕ. Унăн постановленийĕнче ЧР журналистсен тата 1923 çулхи çыравçăсемпе журналистсен “Канаш” ятлă Союзсен çыхăну пуррине çирĕплетнĕ.
2010 çулхи августăн 27-мĕшĕнче Чăваш Енри культура министерствин коллегийĕ “Патшалăхăн массăллă информаци хатĕрĕсемпе “ЧР журналистсен Союзĕ” обществăллă организацийĕ çинчен” постановленинче икĕ союз пĕр-пĕринпе çыхăннине çирĕплетнĕ. Чăваш Енри журналистсен Союзĕ Раççейри журналистсен Союзĕн регионри организацийĕ шутланать, 1923 çулта йĕркеленнĕ.
Республика журналисчĕсем Союз 90 çул тултарнине çĕнĕ творчествăлла çитĕнÿсемпе, профессиллĕ конкурссенчи çĕнтерÿсемпе, чаплă статьясемпе кĕтсе илĕç.