Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Пирĕн ачасем питĕ маттур

Иртнĕ шăмат кун Тăвайри культурăпа кану центрĕнче ачасен театрĕсен коллективĕсем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç.

Вăрнар, Йĕпреç, Канаш, Тăвай районĕнчен тата Зеленодольск хулинчен килнĕ фестивале. Пурте аван тытрĕç хăйсене сцена çинче.

Зеленодольск ачисем аяк çулран çитнине пăхмасăр питĕ пултаруллă пулчĕç. Нумайăн килнĕ тата.

Канашсем чăвашла выляни пухăннисене кăмăла кайрĕ.

Пирĕн районтан икĕ коллектив хутшăннă зонăри фестивале. “Кашкăрпа çичĕ качака путекки” ятлине Çĕнĕ Пуянкассинчи информаципе культура центрĕ çумĕнчи студи ĕненмелле выляса кăтартрĕ. Пĕчĕк артистсене ялти культура çурчĕн директорĕ Т.Ефимова аван хатĕрленĕ. Юмахăн сценарине çĕнетнĕ. Кашкăр сассине çинçетсе качака путеккисене улталаймарех, милици сотрудникĕсем вăхăтра килсе çитрĕç, чĕр чунсене ирĕке кăларчĕç.

Тăвайсен тепĕр коллективĕ те вылярĕ. Культурăпа кану центрĕн халăх театрĕ çумĕнчи “Надежда” ача-пăча ушкăнĕ “Çĕнĕ пурнăçри çарăк” юмах лартрĕ. Пĕчĕк куракансем питĕ интересленсе паллашрĕç ачасен пултарулăхĕпе. Тăрмăшри С.Иванована (2 кл.) сăвă пăхмасăр калама икĕ хут кăларчĕç сцена çине. Питĕ маттур пулчĕ хĕрача.

Республикăри ачасен театрĕсен конкурсĕ вĕçленмен-ха. Зонăсенче пур коллектив та выляса пĕтерсен хăш районти е хулари çамрăк артистсем пултаруллă пулнине пĕлтерĕç.


"Ял ĕçченĕ"
20 ноября 2012
00:00
Поделиться