Шыв пурри – пысăк телей
Шывсăр пурнăç çук, теççĕ. Унсăр çынсем кăна мар, чĕр чунсемпе ÿсен-тăрансем те, нимĕнле чĕрĕ чун та пурăнаймасть. Паха шыв вара сывлăхшăн усăллă. Пирĕн Тенеяль халăхĕ, тĕпрен илсен, артезиан скважининчи шыва ĕçсе пурăнать. Вăл яла шыв пăрăхĕсем тăрăх саланать. Ăна насуспа хăваламалла тунă. Кашни урамрах шыв колонкисем вырнаçтарнă. Анчах ялти çемьесенчен чылайăшĕ ку тĕлĕшпе хулари пекех пурăнать, мĕншĕн тесен ĕçмелли шыва пÿртех кĕртнĕ. Нумайăшĕ ăна ăшăтмалли хатĕрсем те вырнаçтарнă. Çапла вара килсенче шыв сивви те, ăшши те пур. Çынсем ĕçмелли шывпа перекетлĕ пулма тăрăшаççĕ.
"Ял ĕçченĕ"