Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Табак туртни сиенлĕ

Хаçатăн иртнĕ номерĕсенчен пĕринче сигарет туртакан хĕр-упраçа сивлесе çырнă статья куç тĕлне пулнăччĕ. Çакă хама та алла ручка тытма хистерĕ.

Хулара çеç мăкăрлантараççĕ-и-ха хĕрсем? Кăçал çулла хамăр район центрĕнчи автовокзалта туртакан икĕ пикене асăрханăччĕ. Пĕри пулас ача амăшĕ пек туйăнчĕ. 29 çул рентген-лаборантра ĕçлесе, туртнин, тĕтĕм-сĕрĕмĕн сиенĕ çинчен лайăх пĕлетĕп, çавăн çинчен ăнлантарасшăнччĕ вĕсене. Автобусăн çула тухма вăхăчĕ çитнипе калаçу пуçарма ĕлкĕреймерĕм.

Пепке вĕт хĕрарăм варĕнчех табак наркăмăшĕпе сиенленет. Ÿссе çитĕнсе пынă май, вăл наркотик еннелле те туртăнма пултарать.

Эпĕ – 76 çулта. Ку таранччен çăвара пирус хыпса курман. Эрех-сăрана уявсенче виçеллĕ кăна ĕçетĕп. Çамрăк чух спортпа туслă пулнă. Волейболла та вылянă, йĕлтĕрпе те чупнă. 42 хутчен юн панă. Юр кайнă-кайман, велосипед çине ларатăп. Вăрмана та, уя та, ытти çĕре те çитетĕп унпа. Вăл маншăн шанчăклă транспорт хатĕрĕ те, сиплевçĕ те. Хăш-пĕр чухне кунне 10 км та чупатăп пулĕ. Ывăннине туймастăп, шăм-шака çăмăл.



"Ял ĕçченĕ"
23 ноября 2012
00:00
Поделиться