Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Вăт ку тытăçу!

Иртнĕ шăмат кунпа вырсарнире шашкăлла тата шахмăтла выляса “Ял ĕçченĕ” хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн ăмăртусем пулчĕç.

Шашкăлла вылякансем хушшинче кĕрешÿ, тĕпрен илсен, виçĕ кандидат хушшинче пычĕ. А.Афанасьев 8 очко пухса çĕнтерÿçĕ пулчĕ. В.Николаевăн – 6,5, А.Шишовăн – 6 очко. А.Косарев мастер ăмăртусене хутшăнмарĕ.

Шахматистсем вара çав тери çивĕч тупăшрĕç. Чи вăйлисен когортинче ку хутĕнче В.Пастухов, О.Лисов, К.Григорьев, А.Алексеев, Р.Совин, Г.Федотов кăна пулаймарĕç. Шкулсенче вĕренекен 2 çамрăка шутламасан, 10 шахматист пĕр-пĕринне ятне-шывне ыйтса тăмарĕç. И.Соловьев 1-мĕш туртах В.Александровран çухату тÿсрĕ, анчах 8-мĕш тур тĕлне лидерсен шутне кĕчĕ. Район чемпионĕн В.Семеновăн халиччен шахмăтла вылясах кайман А.Александровпа (Пуянкасси) очкона çурмалла пайлама, А.Афанасьевран çухату тÿсме тиврĕ, вăлах А.Шишовпа Ю.Арестова парăнтарчĕ. В.Дмитриев Н.Кондратьева выляса ячĕ. Мĕн юлашки турчченех çĕнтерÿçĕ шăпи паллă пулмарĕ. Çивĕч кĕрешÿре В.Дмитриев В.Черновран, А.Шишов И.Соловьевран выляса илсе 8,5 очко пухрĕç. Вĕсем 1–2 вырăнсене, В.Семенов, Ю.Арестов, И.Соловьев 7,5 очкопа 3–5 вырăнсене пайларĕç. Юлашки вăхăтра Валерий Черновăн выляс пултарулăхĕ палăрмалла ÿсрĕ. Вăл В.Дмитриевпа А.Шишовран кăна çухату тÿсрĕ, 4 шахматистпа очкосене çурмалла пайларĕ. А.Афанасьев яланхи пекех çивĕч вылярĕ. Пĕр сăмахпа, никам та “эп чи вăйли” теме пултараймарĕ ку турнирта, “çурчĕç” кăна пĕр-пĕрне. Пĕр енчен лайăх та, районта çавăн чухлĕ пултаруллă шахматист ÿссе çитĕнни.

Çитес эрнере район командин Йĕпреçе тухса каймалла. Командăна йĕркелесе комплектламалла. Ку йышра хĕрарăмсенчен Е.Фомина пулмаллах.



"Ял ĕçченĕ"
04 декабря 2012
00:00
Поделиться