Эстафетăра ишессипе
Декабрĕн 8-мĕшĕнче Тăвайри “Аль” ФСКра шывра ишессипе Э.Буинцев парнисемшĕн Тăвай ялĕнче пурăнакансен эстафета ăмăртăвĕсем пулаççĕ. Командăра 4 çын (арçын е хĕрарăм – пĕлтерĕшсĕр), дистанци –
Мала тухакан командăсене Тăвай ял тăрăхĕн администрацийĕн куçса çÿрекен кубокĕсемпе, дипломсемпе тата медальсемпе наградăлаççĕ.
Заявкăсене судьясемпе командăсен представителĕсен коллегине ăмăртусем умĕн 9 сехет те 30 минутран йышăнаççĕ. Ăмăртусем 10 сехетре пуçланаççĕ.
Кашни участникăн пĕрле сланцы (урана тăхăнмалли), шампуньпе супăнь, мунчала, пит шăлли тата атă-пушмак чикмелли пакет пулмалла.