Ăшă кăмăллă почтальонка
Хаçатсенчен çĕр-шыври тата тĕнчери, районти пурнăç çинчен вуласа пĕлетпĕр. Ăслă-тăнлă çын хаçата вуламасăр, ăна çырăнмасăр юлмасть. Ырă ĕçĕсем çинчен вуласа пĕлсен, кăмăл çĕкленет, пурăнас килет. Çавăнпа та почтальонкăсем çемьесем хаçат ытларах çырăнччăр тесе тăрăшса ĕçлеççĕ.
Акă, кивĕ çул иртсе пырать. Хальхи вăхăтра почтальонкăсене йывăр, çумăрлă, юрлă, пăрлă, пĕрех палăртнă çĕре çитмелле. Хаçатне валеçмелле, пенси укçине те памалла, сутма панă япалисене те сĕнмелле, пичет кăларăмĕсене çырăнтармалла. Халăх шанса панă ĕçе почтальонкăсем тăрăшса пурнăçлаççĕ.
Ураскассинче Полина Яковлева хаçат-журнал валеçес енĕпе 2 çул ĕçлет. Ирхине Çĕнçырма ялĕ патĕнчи почтăна хаçатсем илсе килме васкать, унтан пичет кăларăмĕсене çемьесене çитерет, пенси укçине те валеçет, сутма панă япалисене те туянтарать, ваттисемпе шăкăл-шăкăл калаçса, хаçатра пичетленнĕ статьясене тимлĕ вуласа тухма сĕнсе хăварать. Ураскассисем П.Яковлевана ĕçне тăрăшса пурнăçланăшăн хисеплеççĕ, малашлăхра тÿсĕмлĕх, çирĕп сывлăх сунаççĕ. Çын хăй ĕçне лайăх тăвасси пурнăçа юратнинчен килет.