Тăвайсем республикăра ăмăртĕç
Иртнĕ эрнере шкулсен “КЭС–БАСКЕТ” лигин чемпионачĕн районти тапхăрне 8 команда хутшăнчĕ.
Кĕрешÿ çав тери çивĕч пычĕ, çавах та Тăвайри вăтам шкул баскетболисчĕсем ыттисенчен “пĕр пуç çÿллĕрех” пулчĕç, пурне те парăнтарчĕç. 2-мĕш вырăн йышăннă тушкилсем кăна хирĕç тăма пултарчĕç вĕсене. 3-мĕш вырăн нăрвашсем йышăнчĕç (вĕсене кăштах ăнăçу çитеймерĕ). Çапла вара тăвайсем республикăри ăмăртусене хутшăнмалли ирĕке çĕнсе илчĕç.
"Ял ĕçченĕ"