Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Çулсем пăрлак, асăрхануллă пулăр

Çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх куçăма хутшăнакансенчен нумай килет. Ку комплекса çын – автомобиль çулĕ тата тавралăх кĕреççĕ.

Çак элементсенчен хăшĕ те пулин шанчăклă пулманни (калăпăр, водительпе çуран çÿрекенĕн дисциплинăсăрлăхĕ, транспорт хатĕрĕ юсавсăр пулни, япăх çул е тавралăх условийĕсем кăткăс пулни) çул-йĕр инкекĕн сăлтавĕсем пулма пултараççĕ. Çавăнпа та çула тухаканăн – водитель-и вăл е çуран çын – яланах тимлĕ пулмалла. Юсавсăр автотранспортпа çула тухма юрамасть. Куçăм хăрушсăрлăхĕ водителĕн професси хатĕрленĕвĕнчен, вăл кăткăс лару-тăруран тухма пĕлнинчен нумай килет.

Кăçалхи 11 уйăхра, иртнĕ çулхи тапхăртипе танлаштарсан, район территорийĕнчи çул-йĕр инкекĕсен хисепĕ 9,1 процент, вĕсен вăхăтĕнче çынсем вилесси 80 процент чакнă, çав вăхăтрах çул-йĕр инкекне лекекенсен йышĕ ÿснĕ (2011 çулта – 10, 2012 ç. – 17). Юрать-ха йывăр инкексем шутланмаççĕ.

Çут çанталăкăн хăйĕн законĕсем. Хĕл çитрĕ, юр та çурĕ, анчах пăрлă çумăрсем хыççăн тăруках вăйлă шăнтса лартрĕ. Çавна май çулсемпе тротуарсем пăрпа витĕнчĕç. Ун пек чухне çынсем чипер утнă çĕртех шуса ÿксе аманасси ÿсет. Автомобиль вара пăрлă çул çинче водителе пушшех пăхăнмасть. Транспорт хатĕрĕ ним мар çаврăнса ÿкме, çул урлă каçакансем çине пырса кĕме пултарать. Апла пулсан водителĕн те, çуран çÿрекенĕн те сыхлăха темиçе хут ÿстермелле. Нумай чухне çакнашкал условисенче хăвăртлăх режимне пăхăнманни, çул, çанталăк условийĕсене шута илменни инкек сăлтавĕ пулса тăма пултараççĕ. Çул çинче яланах тимлĕ пулăр. Хăрушсăрлăх харпăр хăвăра мĕнле тытнинчен те нумай килет.



"Ял ĕçченĕ"
18 декабря 2012
00:00
Поделиться