Теттесен конкурсĕ
Пирĕн районта “Вăрман пики валли уяв кĕпи –
Теттесене Тăвай ялĕнчи тĕп библиотекăра ĕçлекенсем пухса илемлĕ курав йĕркеленĕ. Ăна пуянлатса теттесем тума вĕрентекен, Çĕнĕ çул уявне хатĕрленме пулăшакан кĕнекесемпе паллашма та сĕннĕ. “Çĕнĕ çул фантазийĕ”, “Раштав çăлтăрĕ”, “Кивĕ Çĕнĕ çул” пайсенчен тăрать кĕнекесен куравĕ.
Хальлĕхе 100 ытла тетте тунă вĕренекенсем. Çĕнĕ Пуянкасси, Енĕш Нăрваш, Йăнтăрчă тата ытти ялсенчи ачасем активлă хутшăнаççĕ ку конкурса. Тăвайра пурăнакан Ефимовсен çемйине те ырăпа асăнмалла. Кайран хăш-пĕр теттисене культура çурчĕ умĕнчи пысăк чăрăш çине çакаççĕ. Чи илемлĕ, лайăх теттесен авторĕсене район администрацийĕн социаллă аталанупа культура пайĕн Хисеп грамотине параççĕ. Конкурса районăн тĕп елкине уçнă чухне пĕтĕмлетеççĕ.