Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Канмаллисенче тимлĕ пулар

Çĕнĕ çул уявĕпе çыхăннă канмалли кунсем вăраха тăсăлаççĕ. Канмалăх, вăй-хал пухмалăх вăхăт пур. Анчах, сăнанă тăрăх, вăраха тăсăлакан уяв кунĕсенче çынсем суранланасси, аманасси ÿсет. Ÿке парса ал-ура хуçакансем, шăмă сыпписене сиктерекенсем, шăнăра тăсакансем нумайланаççĕ. Сăртра, çырмасенче, катоксем çинче ярăннă чухне асăрхануллă пулмалла, пĕр-пĕринпе тĕрткелешмелле мар. Ватă е çулланнă çынсен шутаракан атă-пушмак тăхăнассинчен сыхланмалла. Ыраттарнă вырăна сивĕ япала тытмалла.

Уявсен вăхăтĕнче çул-йĕр инкекĕсем те тăтăшрах пулаççĕ. Ĕçкеленĕ, мухмăрлă çынсен тимлĕх чакать. Водительсен те, çуран çÿрекенсен те çул-йĕр йĕркисене пăхăнмалла.

Уяв вăхăтĕнче чылайăшĕ пиротехника хатĕрĕсемпе усă курать, фейерверк ярать. Пит-куçа, алла пĕçертсе суранласси те çавăнтах. Унашкал тĕслĕх пулсан, пĕçертнĕ вырăна 10–15 минут юрпа тытмалла, хăвăртрах медицина пулăшăвĕ илме тăрăшмалла.

Эрех-сăрана епле те пулса сахалрах ĕçесчĕ. Шăпах вĕсем ытларах чух тăм илтернин, пушарсен, наркăмăшланнин сăлтавĕсем пулса тăраççĕ. Сыхлăха, ăс-тăна çухатманни кирек хăçан та кирлĕ. Уяв инкек-синкексĕр, савăнăçлă ирттĕр.



"Ял ĕçченĕ"
28 декабря 2012
00:00
Поделиться