Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Пултарулăхĕпе савăнтарнă

Иртнĕ эрнере Енĕш Нăрвашри “Саймал” ансамбль Нÿшкассинче пурăнакансене хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ.

Çанталăк сивĕ тăнине пăхмасăр, куракан йышлăн пухăннă. Н.Айзманăн “Шикли шикленнĕ, кĕрĕк пĕркеннĕ” постановкипе концерт кăтартрăмăр. Куракансем хăнасене питĕ тарават йышăнчĕç.

Декабрĕн 19-мĕшĕнче лайăхлатнă хыççăн Тăрмăшра информаципе культура центрĕ уçăлчĕ. Кÿршĕсене саламлама “Саймал” ушкăн та хутшăнчĕ. “Ман килес”, “Кĕтсе ил хăнана” юрăсемпе саламларăмăр. Ялти историпе астăвăм музейĕ (В.Петров) Тăрмăшри ИКЦра йĕркеленĕ ал ĕç ăстисен куравне экспонатсем тăратрĕ, саламласа парне пачĕ.

 



"Ял ĕçченĕ"
28 декабря 2012
00:00
Поделиться