Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Ĕçпе спортри хастарлăхшăн

Таврара хĕвеллĕ те сивĕ кун. Пăч-пач çутă юр пĕрчисем вĕлтĕртетеççĕ. Çил çук. Çара йывăçсен турачĕсене пас тытнă.

Эпĕ Тĕмер ялĕнчи Димитриевсем патĕнче темиçе кун маларах пулнăччĕ, ун чухне урамсемпе хутлăхсене юр шăлатчĕ, эпĕ утакан сукмака та пикенсех хуплама тăрăшатчĕ. Çапах та, шăп та лăп ку вырăнта халиччен пулса курман пулсан та, ăшри туйăм-сисĕм Димитриевсен килĕ тĕлне чиперех çитерчĕ. Кил хуçисем – Георгий Якимовичпа Вера Петровна – килĕнчехчĕ. Хуралтисем тăп-тăп, пÿртĕнче – хĕрт-суртлă, ултă кĕтеслĕ çурта çут çанталăк газĕ ăшăтать. Алăкран кĕрсенех кĕтеслĕ вĕр-çĕнĕ диван вырнаçтарнă, ăна хирĕç – сĕтел, пукансем. Газ плитисĕр пуçне кăмака та пур. Ахăртнех, унпа та усă кураççĕ пулас. Мăшăрĕ, Вера Петровна, тĕрлĕ апат-çимĕç хатĕрлеме ăста пулнине илтнĕ. Çулла юр-варне картишĕнчех те юмлаççĕ пулас: унтах беседка, чашлама е шашлăк пĕçермелли вырăн, юнашарах тараса, мунча пур.

Малти пÿрте иртсе тăмарăм. Унта алăкранах хăтлă пулни курăнчĕ, урам енчи чÿречесем хушшинче, тĕпелте, телевизор вырнаçнăччĕ. Хăйсем каланă тăрăх, ăна пăхмасăр, хаçат-журнал вуламасăр пурăнаймаççĕ.

Димитриевсем, вĕсем иккĕшĕ те Тĕмер ялĕнче çуралса ÿснĕ, анчах вăй питти çулĕсене Канаш хулинче пурăнса ирттернĕ. Чăн та, шкул хыççăнах хулана çул тытман. Ялти шкулта çичĕ класс пĕтерсен, колхозра лашасем пăхнă, бригадăра ĕçленĕ Георги. Унтан виçĕ çул çурă çар службинче пиçĕхнĕ. Революциллĕ Кубăнах çитнĕ вăл. Астăватăр-и: “Куба – любовь моя”, тесе юрлаттăмăр шкулта кĕçĕн классенче вĕреннĕ чухне. Георгий Якимович службăра тăнă çулсенче вара Кубăпа Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсем хушшинче вăйлă хирĕçтăру, Кариб кризисĕ пулнă. Урăхла каласан, вăл вăхăтра унта мир тени йĕп çинчи пек пулнă.

Салтакран килсен те Георгий Якимович пĕр хушă тăван “Победа” колхозрах юп курнă-ха, бригадăра ĕçленĕ, фермăра выльăх пăхнă.

Канаш хулине вара 1965 çулта тухса кайнă, автоагрегат заводне вырнаçнă. Кунта – станоксем, çавăнпа пĕлĕве, ăсталăха ÿстерсе пымасăр май килмен. Малтанах сверлильщик (станокпа шăтаракан) вĕренекенĕнче тимленĕ. Унтан токарь, çурма автоматла станоксен наладчик ăсталăхĕсене алла илнĕ. Çине тăнă çамрăк çын. Ĕçленĕ хушăрах каçхи шкула çÿресе 10 класс пĕтернĕ. Пурнăçра пĕлÿ кирлине питĕ лайăх ăнланса илнĕ вăл. Кайран, çемьеленсен, Вера Петровнапа мăшăрлансан, чукун çул техникумĕнче те вĕреннĕ, алла инженер-технолог дипломне илнĕ. Вĕренни малашлăха çул хывнă, пĕлĕве, професси ăсталăхне тĕрлĕ енлĕ ÿстерсе-тарăнлатса пыма май панă. Автоагрегат заводĕнче пин-пин çын вăй хунă, техника продукцийĕ – ПАЗ, ЛАЗ автобуссем, ЗИЛ, Волга, УАЗ машинăсем, прицепсем валли тĕнĕлсем, катоксем, тĕрлĕ запас пайсемпе узелсем кăларнă. Георгий Якимович заводра инженер-технологра, мастерта, аслă мастерта, наладчикре, пĕр хушă цех начальникĕнче те тăрăшнă. Кирек хăçан та яваплăха тарăннăн туйса тăнă вăл. Ĕçне кура укçине те лайăх ĕçлесе илнĕ, хушса та тÿленĕ ăна, премисене тивĕçнĕ вĕçĕмех. Кашни çул тенĕ пекех ĕç ударникĕсен шутĕнче пулнă. “Ĕçри хастарлăхшăн” медаль, “Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав” орденĕ, “Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” ята илме тивĕçнĕ вăл. Республикăри Хисеп кĕнекине те кĕртнĕ ăна. Хĕрĕх çул чунне панă вăл тăван завода. Пенсие тухсан та тата 7 çул ĕçлеттернĕ ăна. Паха специалист ялан хисепре. Вăл çеç-и. Димитриевсем – спортпа та туслă çемье. Георгий Якимович хăй – пĕрремĕш разрядлă йĕлтĕрçĕ. Унсăр пуçне футболла, волейболла, биатлонла ăмăртассипе тата çăмăл атлетикăпа та аван кăтартусем тунă. Арăмĕ те, Вера Петровна 33 çул хулари больницăра лаборанткăра тăрăшнăскер, йĕлтĕрпе кашнинчех автоагрегат завочĕшĕн ăмăртнă. 1974 çулхи хĕрĕ те, Наталия Георгиевна, 1-мĕш разрядлă йĕлтĕрçĕ, вăл Канашри автоагрегат заводĕнчех ĕçлет. 1968 çулхи ывăлĕ, Александр Георгиевич, Шупашкарта çемьеленсе пурăнать, йĕлтĕрпе чупассипе спорт мастерĕн кандидачĕ. Пĕр çулхине Чăваш Енри профсоюз обкомĕ йĕлтĕрпе чупса мала тухассишĕн йĕркеленĕ ăмăртăва çемйипех хутшăннă вĕсем, иккĕмĕш вырăн йышăннă. Канаш хулинче хваттерĕ завода хирĕçех вырнаçнăран канмалли кунсенче те спорт е кану енĕпе кашни мероприятиех хутшăннă вĕсем хăйсем каласа кăтартнă тăрăх. Ăмăртусене, кану кунĕсене çывăхри вăрманта ирттернĕ ыттисемпе пĕрле. Шашлăкне те пĕçерме ÿркенмен кайран.

Тăван Тĕмер ялĕнче вĕсем хальтерех çеç тĕпленсе пурăнма пуçланă: арăмĕ 2002 çултанпа ялта, Георгий Якимович – 2005 çултанпа. Ку хушăра та хуçалăх производствине хутшăнмасăр тăмарĕ Георгий Якимович, пилĕк çул хушши – иртнĕ çулхи ноябрьчченех ĕне ферминче выльăх пăхрĕ, слесарь, платник ĕçĕсене тата ыттине те пурнăçларĕ. Тĕплĕ те хастар çын вăл, ырă ĕçтеш, – çапла хаклатчĕç ăна пĕрле ĕçлекенсем. Йĕркене пăсас йăла çук унăн. Фермăна та килĕнчен çулла ытларах велосипедпа, хĕлле тăтăшах йĕлтĕрпе çÿренĕ. Кĕскен каласан, маттур çын.

Килĕнче те выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп усраççĕ, пахча-çимĕç çитĕнтереççĕ, çĕр ĕçĕпе тăрмашаççĕ. Ĕне те усратчĕç, анчах ăна пĕлтĕр çулталăк вĕçленеспе сутрĕç. Ун вырăнне пăрушĕ ÿсет.

Хăй, Георгий Якимович, нумаях пулмасть çитмĕл тăваттăна кайрĕ, мăшăрĕ, Вера Петровна, унран пилĕк çул кĕçĕнрех. Çĕнĕ çул çирĕп сывлăх, нумай пурăнма вăрăм ĕмĕр, телейлĕ кун-çул парнелетĕр вĕсене.



"Ял ĕçченĕ"
15 января 2013
00:00
Поделиться