Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Ватăсемшĕн тăрăшаççĕ

Шăпа. Темĕн те кăтартать вăл çынна. Пĕрисен ĕмĕрне тăршшĕпех пĕччен ирттермелле пулса тухать, теприсене ватлăхра ачисем пăхасшăн мар, виççĕмĕшсем пепкисемпе хăйсем пурăнмаççĕ. Пĕччен пурăнайман е тухса çÿреймен ватăсене хăш-пĕрисене районти ветерансен çурчĕсенче вырăн параççĕ.

Кушкăри ваттисен çуртĕнче вунă пенсионер пурăнать. Вĕсен кашнин хăйĕн ыратăвĕ, ыйтăвĕ. Аслă ăрури çынсен кăмăлне çĕклессишĕн чылай тăрăшаççĕ Оксана Максимова, Ирина Степанова, Горностаевапа Семенова Натальясем тата Михаил Степанов.



"Ял ĕçченĕ"
15 января 2013
00:00
Поделиться