Урамри çутăсăр юлас марччĕ
Хальхи саманара, пурнăç вăй илсе пынă чухне, халăхăн пурăнмалли условийĕсемшĕн тăрăшасси те ялан тимлĕхре пулмалла пек. Ку вăл нумай çĕрте çапла-ха ĕнтĕ. Урамри çутăсем таранах туса панă пирĕн ялта. “Ял ĕçченĕ” хаçатра район администрацийĕн планеркисем, ял пуçлăхĕсен район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи Канашăн анлă ларăвĕсем çинчен çырса кăтартнисенче те администраци пуçлăхĕ Владимир Ванерке ялсенчи урамсене çутатас тата ăна йĕркелесе тăрас пирки кашнинчех асăрхаттарать.
Çаплине çапла-ха. Анчах пирĕн яла январĕн 15-мĕшĕнче электросчетчиксене тĕрĕслеме арçынпа хĕрарăм килсе кайрĕç. Çав кунран пирĕн Комсомольски урамĕнчи юпасем çинче çутăсем çунма пăрахрĕç, вĕсен çутмалли-сÿнтермелли пайĕсене татса кайнă. Программăпа çутăлса сÿнекен электролампăсем лартса паман пирĕн урама. Темшĕн тивĕçеймен ĕнтĕ. Кунта та ытти урамсенчи пек çынсемех пурăнаççĕ. Колонкăна шыв ăсма пыраççĕ, çăлкуç патне кĕпе-йĕм çума-чÿхеме çÿреççĕ. Тĕттĕм вăхăтсенче ватăсене уйрăмах йывăр. Çавăнпа çутăсăр пурăнас марччĕ.