Тĕрлĕ енлĕ пулăшнă
Çитмĕл çул каялла, 1943 çулхи нарăсăн 2-мĕшĕнче, Хĕрлĕ Çар Сталинграда нимĕç фашисчĕсенчен ирĕке кăларнă. Çак çĕнтерÿ 1941–1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра Тăван çĕр-шыв кун-çулне татса панă тесен те йăнăш пулмĕ. ЧР Культура министерствин ку чухнехи историйĕн Патшалăх архивĕнче пирĕн республика çыннисем Сталинграда хÿтĕлекенсемпе унта пурăнакансене, ирĕке кăларнă, ишĕлчĕк айне пулнă ытти хуласене çĕклеме тĕрлĕ енлĕ пулăшни çинчен сайра тĕл пулакан документсем упранаççĕ.
1942 çулхи октябрĕн 20-мĕшĕнче Вăрнар районĕнчи Сталин ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх артелĕнчи колхозниксем “Красная Чувашия” хаçат урлă республикăра пурăнакансене “Колхозник Чувашии” танк колонни тума укçа-тенкĕ пухма чĕнсе каланă.
1942 çулхи октябрĕн 23-мĕшĕнче ВКП(б) Чăваш обкомĕ ВКП(б) Тĕп Комитетне янă телеграммăран: “Фронт валли 15 вакун парне хатĕрлесе янă. Аш-какай – 9 тонна, çу – 2300 кило, пыл – 2200 кило, пĕремĕк – 5 тонна, печени – 1500 кило, табак – 3 тонна, варени – 600 кило, канфет – 1 тонна, сыр – 300 кило, окорок – 70 кило, кăлпасси – 3 тонна, чăх-хур – 1500 штук, çăмарта – 68 пин штук, типĕтнĕ какай – 380 кило, тулă çăнăхĕ – 48 тонна, çĕр улми – 47 тонна, купăста – 13 тонна, тăварланă купăста – 700 кило, кишĕр – 3 тонна, сухан – 5 тонна, ыхра – 100 кило, тăварланă хăяр – 1600 кило, тăварланă помидор – 1600 кило, хĕрлĕ кăшман – 300 кило, пăрçа – 1 тонна, уйрăм çынсенчен – 4200 парне”.
Комсомолăн Чăваш обкомĕ ВЛКСМ Тĕп Комитетне Сталинграда мĕнле пулăшни çинчен пĕлтернинче (1943 çулхи апрелĕн 23-мĕшĕ): “Сталинграда пулăшма 267 комсомолеца яма йышăннă (200 арçынпа 67 хĕрарăм). Комсомолецсемпе çамрăксем 17490 пăт тырă, çĕр улми, пахча çимĕç пухса панă. Канаш хулинчи çамрăксем 1000 инструмент, 30 пукан туса хатĕрленĕ, 200 простынь, 100 мăшăр чăлхапа нуски пухнă”.
1943 çулхи январĕн 7-мĕшĕнчи ВКП(б) Чăваш обкомĕн бюровĕн йышăнăвĕнче “Колхозник Чувашии” тата “Тракторист Чувашии” танксен колоннисем тума мĕн чухлĕ укçа пухнине палăртнă: “... 1943 çулхи январĕн 5-мĕшĕ тĕлне Перекет банкне çĕнĕрен 11000000 тенкĕ, пĕтĕмпе çак число тĕлне 42510000 тенкĕ пырса кĕнĕ, çав шутран – “Колхозник Чувашии” танк колонни валли – 40634000 тенкĕ, “Тракторист Чувашии” валли – 1876000 тенкĕ.
Комсомолецсен пуçарăвĕпе яшсемпе хĕрсем “Комсомолец Чувашии” çар самолечĕсен эскадрилйине тума укçа пухма тытăннă. Сывлăх сыхлавĕнче ĕçлекенсем “Медработник Чувашии” танк колонни валли 10000000 тенкĕ укçа хывнă. Укçа-тенкĕ пухас ĕç учительсем, совет учрежденийĕсенче ĕçлекенсем, суту-илÿ работникĕсем, промартель коллективĕсем тата ыттисем хушшинче анлăн сарăлнă.
“Чăваш Республикинчи колхозниксем ирĕке кăларнă Сталинград облаçĕнчи районсене пулăшса мăйракаллă шултра выльăх – 827, сысна – 2000, сурăх – 2000 пуç, чăх-чĕп – 2000 штук, вĕсенчен Заготскота 471 ц ăсатнă. 25 пин экземпляр литература пухнă, 10 пинне Ростов облаçĕнчи районсене, 1500 экземпляр Ставрополь крайне, 4000 экземпляр Ворошиловград облаçне янă” (партин Чăваш обкомĕн секретарĕ И.Чарыков ВКП(б) Тĕп Комитетне янă телеграммăран).
Аркатнă хулана çĕкленĕ çĕрте 540 ытла чăваш каччипе хĕрĕ тăрăшнă, вĕсенчен нумайăшне ВЛКСМ Тĕп Комитечĕ Хисеп грамотисемпе наградăланă.
Чăваш Енри ĕç çыннисем Сталинграда пин-пин пăт çĕр улми, ял хуçалăх культурисен вăрлăхĕ, 17 пин ытла тухăçлă выльăх-чĕрлĕх, лашасем, çĕршер вакун пиломатериал, вуншар сулă вăрман ăсатнă. Библиотекăсене вуншар пин кĕнеке парнеленĕ.
Редакцирен: Çĕр-шывăн сыхлав фондне укçа-тенкĕ хывассипе тăвайсем вăрçăн малтанхи 6 уйăхĕнчех палăрнă. “1943 çулхи февралĕн 23-мĕшĕ тĕлне районта танксемпе самолетсем тума пĕтĕмпе 1900435 тенкĕ укçа пухса Госбанка хывнă. Уйрăммăн илсен, танксен “Колхозник Чувашии” колоннине тума 1276827 тенкĕ, “Комсомолец Чувашии” эскадрилйине тума 78936 тенкĕ, “Тракторист Чувашии” колоннине тума 49257 тенкĕ, самолетсен “Тракторист Янтиковской МТС” звенине тума 168005 тенкĕ пухнă. “Красная Чувашия” колхозри колхозниксемпе колхозницăсене, çар самолечĕсем тума 300000 тенкĕ пухнăскерсене тата Хĕрлĕ Çар фондне 500 пăт тырă хывнăскерсене, Хĕрлĕ Çар ячĕпе тав туса И.Сталин тăванла салам каланă” (”Большевикла колхозшăн” хаçат, 1943 çул, февраль 23, 13").