Тĕрлĕ енлĕ пулăшнă
Çитмĕл çул çитрĕ пирĕн ентеш Николай Афанасьев Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче паттăрла пуç хунăранпа. Тăшман амбразурине харпăр хăй ÿчĕпе хуплама кашни çын пултараймасть, ку вăл пĕлетăркач хăвăн пурнăçна Тăван çĕр-шывшăн, унăн ирĕклĕхĕшĕн пани. Çавăнпа Коля Афанасьев ячĕ "пирĕншĕн вăл ĕмĕрех 20 çулхи каччă" хамăрăн паттăр ентешсен Совет Союзĕн Геройĕсен Петр Бухтуловпа Семен Коновалов ячĕсемпе пĕр ретре тăрать. Çулсем иртĕç, анчах вĕсем кăтартнă паттăрлăх нихăçан та тĕксĕмленмĕ. Акă нумаях пулмасть “Ял ĕçченĕ” хаçатра Вăрмар çамрăкĕ Геннадий Матвеев ăна халалласа çырнă сăвви пичетленчĕ. Хумханмасăр вулама çук ăна.
Паттăрĕ асрах, анчах вăл çуралнă кил-çурт хупăнчĕ. Иртнĕ çул Николайăн шăллĕне Çумкка пиччене юлашки çула ăсатрăмăр, тăван ял масарне пытартăмăр. Йăмăкĕ – Раиса Афанасьевна – Çĕнĕ Пуянкасси çыннине Николай Михайлова качча тухнăччĕ. Çемйипе Çĕпĕрте пурăнаççĕ. Тепĕр йăмăкĕ Анастасия Афанасьевна – Çĕнĕ Шупашкарта. Вăл мăшăрĕпе 3 ача пăхса çитĕнтернĕ. Сайра-хутра яла килкелесе каяççĕ-ха, анчах хуçасăр çурт-йĕр юхăнать çав. Тепĕр 3 уйăхран Н.Афанасьев çуралнăранпа 90 çул çитет.
Кармал шкулĕ хупăннă хыççăн ку территори уйрăм çын аллине куçрĕ. Унти палăка уйрăм карта ăшне илсен, ăна тата Афанасьевсен çуртне уйрăм статус парсан аванччĕ. Ĕмĕртен-ĕмĕре чыслăн упрантăр вăрçă паттăрĕн ячĕ.