Финанс пайĕ йĕркеленни
1935 çулта йĕркеленнĕ рабочи, хресчен тата хĕрлĕ армеецсен депутачĕсен Канашĕн ĕç тăвакан комитечĕн финанс пайĕ умĕнче çак тĕп задачăсем тăнă:
–патшалăхăн вырăнти налогĕсемпе тÿлевĕсене пухасси, вĕсемпе, вырăнти хуçалăха аталантармалли планпа килĕшÿллĕн, халăхăн культурăпа социаллă тата йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерессине малалла лайăхлатма усă курасси;
–район бюджечĕн тупăшĕсемпе тăкакĕсене планласси;
–предприятисенче, организацисемпе учрежденисенче патшалăхăн финанс дисциплини мĕнле пурнăçланса пынине тĕрĕслесе тăрасси.
Райĕçтăвкомăн финанс пайĕн пирвайхи заведующийĕ Петр Николаевич Биктимиров пулнă. Çак должноçра вăл 1939 çулхи февральччен ĕçленĕ, ун хыççăн ăна райĕçтăвком председательне суйланă.
1935 çулта финанс пайĕнче штат расписанийĕпе 17 сотрудник курăнса тăрать: пай заведующийĕ, бухгалтерсем, аслă счетовод, 5 инспектор тата ыттисем. 1938 çултан финанс пайĕн йышне ялсенчи налог пухакан агентсем те кĕнĕ. Малтанхи вăхăтра вĕсем вун çиччĕн пулнă.
1962 çулта Тăвай районне пăрахăçланă хыççăн финанс пайĕн специалисчĕсенчен ытларахăшĕ Канаш, Вăрмар, Сĕнтĕрвăрри районĕсен финанс пайĕсене ĕçе вырнаçнă. Тăвай районне çĕнĕрен туса хунă хыççăн, 1965 çулхи ноябрĕн 18-мĕшĕнче ĕççынни депутачĕсен Совечĕн пĕрремĕш сессийĕнче финанс пайне çĕнĕрен çирĕплетеççĕ. Тăхăрвуннăмĕш çулсенчи экономика реформисем финанс органĕсен ĕçне те улшăнусем кĕртнĕ. 1990 çулхи май уйăхĕнче финанс пайĕнчен налог инспекцийĕ уйрăлса тухнă. Çав çулах ĕç тăвакан власть органĕсенче улшăнусем пулаççĕ, ĕçтăвком тивĕçĕсене район администрацийĕ пурнăçлама тытăнать, финанс пайĕ те ăна пăхăнать. 1996 çулхи сентябрĕн 12-мĕшĕнчен район Уставĕпе килĕшÿллĕн вăл райадминистрацин финанс пайĕ пулса тăрать. Реформăсене пула 2001 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен ЧР Финанс министерствин Финанс пайĕ йĕркеленет, районти финанс пайĕ ăна пăхăнать. Пай пуçлăхĕ пулма Юрий Александрович Яковлева çирĕплетеççĕ. Анчах 2005 çулхи сентябрĕн 30-мĕшĕнчен ЧР Финанс министерствин 266/п номерлĕ приказĕпе министерствăн финанс пайĕсене пĕтереççĕ, çав çулхи ноябрьте депутатсен районти Пухăвĕ райадминистрацин финанс пайне туса хума йышăнать. Пĕр тапхăр финанс пайне Л.Ф.Данилова ертсе пынă.
Районти финанс пайĕ, тĕрлĕ çулсенчи улшăнусене пăхмасăр, пĕр пĕтĕмĕшле тытăм шутланнă, аталансах пынă. Унăн тĕп тивĕçĕ бюджетсене пурнăçласси, бюджет счечĕсене тата муниципалитет финансне тытса тăрасси.
Паянхи кун райадминистрацин финанс пайĕнче 11 çын ĕçлет. Коллективра тĕрлĕ çулсенче Василий Иванович Герасимов, Александр Петрович Григорьев (пай начальникĕсем пулнă), Надежда Петровна Иванова тĕп бухгалтер, Виталий Ильич Андреев контролер-ревизор, Ольга Николаевна Краснова, Галина Владимировна Иванова тата ытти опытлă специалистсем ĕçленĕ, çамрăксемшĕн халĕ те ырă наставник шутланаççĕ. Чылайăшĕ ЧР Финанс министерствин грамотисемпе парнисене илме тивĕç пулнă.
Райадминистрацин финанс пайĕнче хальхи вăхăтра та яваплăха туякан тÿрĕ кăмăллă пултаруллă специалистсем тăрăшаççĕ, вĕсем хăйсен умĕнчи кăткăс задачăсене татса пама пултараççĕ.