Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Районти вĕрентÿ ĕçĕ

Район территорийĕнчи пĕрремĕш шкул Нăрваш салинче 1854 çулта уçăлнă. Ăна Патшалăх Пурлăх министерстви уçнă. 1867–1877 çулсенче вăл чиркÿ прихучĕн шкулĕ шутланнă. Турă Законĕпе ытти предметсене Н.М.Богородицкий священник вĕрентнĕ. 1879–1883 çулсенче унти шкулта А.Предтеченская (Торопова) та ĕçленĕ, кайран 1885 çулта вăл Тĕмере куçнă, унти шкула никĕслекен шутланать (чăн та архив докуменчĕсем тăрăх Тĕмерти шкул 1871 çултах уçăлнă курăнать, анчах часах хупăннă пулас). Антонина Осиповна Тĕмер шкулĕнче 1929 çулчченех вĕрентнĕ.

1861 çулта Мучарта та Патшалăх Пурлăх министерствин шкулĕ ĕçлеме тытăнать. Учитель ĕçне П.Евторопов священник туса пынă. 1884 çултан вăл Гурий святителĕн тăванлăх шкулĕ шутланать. Тăвай ялĕнче Патшалăх Пурлăх министерствин шкулĕ 1862 çулта тин уçăлать, 1865 çулччен ĕçлет. Чиркÿ çуртĕнче вырнаçнă шкулта 22 арçын ачапа 3 хĕрача вĕреннĕ. Тăвай ачисемпе пĕрлех шкула Вăрманхĕррипе Чÿкçырми, Лачкасси ачисем те çÿренĕ. 7–8 çулхи ачасем хушшинче 11–12 çулхисене те курма пулнă.

1882 çулхи октябрĕн 4-мĕшĕнче халăхăмăра çутта кăларакан И.Я.Яковлев пуçарăвĕпе Тăвай шкулĕнчен халăха çутта кăларассипе ĕçлекен министерствăн вак халăхсем валли пĕр класлă училищине туса хураççĕ. 1886 çулта училищĕрен 8 ача вĕренсе тухнă. Экзамена И.Я.Яковлев хăй килнĕ. 1870 çулта Кĕршере уçнă шкул попечителĕ Н.Торопов пулнă, Турă законне П.Г.Духов священник вĕрентнĕ. Унта 55 арçын ачапа 5 хĕрача çÿренĕ. ХIХ ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче район территорийĕнчи ялсенче 29 пуçламăш шкул, вĕсенчен саккăрăшĕ – земство шкулĕсем (Кĕршере, Тĕмерте, Çĕнçырмара, Киччĕре, Çăлпуçĕнче, Амалăхра тата Çĕнĕ Ишпуçĕнче), тăххăрăшĕ хутла вĕрентекен (Тăрмăшра, Лачкассинче, Улянкăра, Вăрманхĕрринче, икĕ Пуянкассинче, Ураскассинче, Нÿшре тата Кĕршере), иккĕшĕ чиркÿ прихучĕн (Кармалпа Нăрваш салинче), улттăшĕ Гурий святителĕн тăванлăх шкулĕсем (Чутейре, Ямпулатра, Тенеялĕнче, Мучарта, Йăнтăрчăпа Элпуçĕнче) шутланнă. Тушкилпе Сăхăтпуçĕнче общество шкулĕсем пулнă. Тăвайри тата Енĕш Нăрвашри халăх училищисене халăха çутĕç министерстви тытса тăнă (1882 çултан пуçласа). Шкулсенчен ытларахăшĕн хăйĕн ятарлă çурт пулман, вĕсем тара илнĕ çуртсенче вырнаçнă. Ятарлă çуртсем Тăвай, Элпуç, Енĕш Нăрваш, Тăрмăш, Улянкă, Сăхăтпуç шкулĕсен кăна пулнă.

Пурнăçри тĕрлĕ йывăрлăхсене пула (калăпăр, пĕрремĕш тĕнче тата Граждан вăрçисенче халăх хуçалăхĕ вăйлă юхăнни) хăш-пĕр шкулсем хупăннă. Çапла 1924–1925 вĕренÿ çулĕнче Тăвай вулăсĕнче 14 шкул кăна ĕçленĕ, Кушкăра, Лачкассинче, Чÿкçырминче, Кивĕ Пуянкассинче, Сăхăтпуçĕнче, Ямпулатра тата Тенеялĕнче вĕсем вăхăтлăха хупăннă. Шкул хупăннă ялсенчи 8 çултан пуçласа 16 çулчченхи 937 ачаран 35-шĕ (5,9 проценчĕ) кăна шкула урăх яла çÿренĕ. Вулĕçтăвком, çак çитменлĕхе пĕтерес тесе, ялсене шефа илме, çак ĕçе общественноçа анлăн явăçтарма палăртать. Вулăсри 30 учительтен 26-шĕ чăваш, ыттисем вырăс пулнă. Вĕсенчен пĕри художество академийĕнчен, çиччĕшĕ гимназирен, виççĕшĕ семинарирен, улттăшĕ учительсем хатĕрлекен шкултан вĕренсе тухнă. Педагогика курсĕсемпе техникумĕсенчен вĕренсе тухнисем тăххăрăн, тĕн училищи пĕтернисем пиллĕкĕн, вĕренÿ заведенийĕ пĕтерменнисем тăххăрăн.

1930 çулта Чăваш АССР-ĕнче пурне те обязательнăй йĕркепе пуçламăш шкул вĕрентме йышăннă. 1934 çул тĕлне пуçламăш классенчен вĕренсе тухнă пур ачана та 5-мĕш класа çÿреме явăçтараççĕ. 1937 çултан республика пур ачана та обязательнăй йĕркепе 7 çул вĕрентесси çине куçать. 1934 çулта Тăвайри колхоз çамрăкĕсен шкулĕнчен вăтам шкул туса хураççĕ. 1937 çулта Тĕмерте, 1939 çулта Енĕш Нăрвашра, 1953 çулта Элпуçĕнче вăтам шкулсем уçăлаççĕ. 1959–1960 çулсенче районти 29 шкултан 4-шĕ вăтам, 12-шĕ çичĕ çул вĕренмелли, 13-шĕ пуçламăш шкулсем шутланнă. 1959 çулта 7 çул вĕренмелли шкулсенчен 8 çул вĕренмелли тăваççĕ.

Пирĕн районтан сахал мар паллă çын тухнă, вĕсем шкулта илнĕ пĕлĕве пула пурнăçра пысăк çитĕнÿсем тума пултарнă.

Халăха вĕрентес ĕçе пысăк тÿпе хывнă е паянхи кун та хывакан вĕрентекенсемпе эпир чăннипех мухтанма пултаратпăр. Ку вăл:

Моисей Тимофеевич Тимофеев (1856–1930),

И.О.Мусаков (1874–1948),

А.О.Торопова (1858–1930),

А.М.Моисеева (1881–1930),

Т.Т.Терентьев (1890–1960),

М.А.Масленников (1890–1975),

М.В.Масленникова (1893–1966),

А.Н.Нилов (1886–1969),

Д.С.Самуилов (1899–1980),

Н.Н.Нифонтов (1886–1961),

О.В.Пятницкая (1913–2000),

В.Ф.Демидов (1930–2010),

А.В.Майраслова (1919–1999),

В.Е.Ефимов (1940),

В.Н.Игнатьев (1948),

А.А.Пимулин (1946),

А.П.Михайлова (1957) тата ытти нумай-нумай вĕрентекен.

Тĕрлĕ çулсенче районти вĕрентÿ пайĕн ячĕ тĕрлĕрен пулнă, анчах унăн тĕп тивĕçĕ – халăха вĕрентес ĕçе йĕркелесе пырасси – улшăнман. Район депутачĕсен Пухăвĕн 2012 çулхи февралĕн 6-мĕшĕнчи 19/2 № “Тăвай районĕн администрацийĕн тытăмĕ çинчен” йышăнупа килĕшÿллĕн вăл халĕ район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕ шутланать. Тĕрлĕ çулсенче вĕрентÿ пайне çак юлташсем ертсе пынă:

Степан Комиссаров (1919 ç.)

Максим Даров (1919–1921)

Тимофей Терентьев (1921–1923)

Т.Г.Григорьев (1935–1939)

А.Ф.Шалфеева (1939–1940)

Т.В.Васильев (1940–1941)

П.П.Павлов (1941–1942)

А.П.Буинцев (1941)

А.М.Тимофеева (1942)

М.М.Шувалов (1942)

Ф.И.Ильин (1943)

П.Е.Турхан (1943–1947)

П.П.Павлов (1947–1955)

П.И.Игнатьев (1955–1959)

М.Н.Назаров "1960–1961"

И.Н.Николаев (1965–1981)

Д.Ю.Матвеев (1981)

В.А.Мулянов (1981–1986)

М.А.Михайлов (1986–1993)

В.И.Егоров (1993–1995)

В.Я.Шакров – 1995 çултанпа.

 



"Ял ĕçченĕ"
05 февраля 2013
00:00
Поделиться