Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Чĕмпĕрти уçă турнирта

Кĕрешÿ” наци кĕрешĕвĕн спорт ăмăртăвĕсен географийĕ çултан çул сарăлса пырать. Хальхинче пилĕке çыхса кĕрешекенсем регионти область центрĕнче – Ульяновскра тĕл пулнă.

Ун çинчен пирĕн корреспондента Тăвай ен спортсменĕсен тренерĕ, ăмăрту судйисенчен пĕри, Енĕш Нăрвашри вăтам шкулти физкультура учителĕ Владимир Витальевич Владимиров çапла каласа панă:

–Кунта “Кĕрешÿ” наци кĕрешĕвĕн регионсем хушшинчи вуннăмĕш уçă турнирне пилĕкрен çыхса кĕрешекен 142 вăйлă спортсмен хутшăннă. Вĕсем Раççейри 6 регионтан – Ульяновск, Самара, Пермь облаçĕсемпе Чăваш Енрен, Тутарстанран тата Пушкăртстанран пухăннă. Пурте асăннă наци кĕрешĕвĕн мелĕсене вĕренсе хатĕрленнĕ çирĕп çамрăксем. Хальхи турнира хăйсен служба тивĕçне пурнăçланă чухне пуçне хунă милици майорне Виктор Рахманова тата милици лейтенанчĕсене Иван Игнатьевпа Евгений Левендеева асра тытса ирттернĕ. Ку вăл çакнашкал турнирсен ырă йăли-йĕрки.

Çакă та кăсăклă: регионсем хушшинчи вуннăмĕш турнир юбилейлă кăна мар, вăл Ульяновск облаçне тата регионти шалти ĕçсен Управленине туса хунăранпа 70 çул çитнине уявланă тапхăрта иртрĕ. Паянхи Ульяновск – театрсемпе музейсен хули, музыка, тĕнчери тата Раççейри фестивальсемпе выставкăсен, библиотекăсен, чи çĕнĕ технологисен тата пуян наука потенциалĕн хули. 2009 çулта Ульяновскра Атăл урлă Президент кĕперĕ хута кайнă, унăн тăршшĕ – 5,85 км. Наци кĕрешĕвĕн ăмăртăвĕсем те январĕн 19–20-мĕшĕсенче Ульяновскри патшалăх педагогика университечĕн спортзалĕнче иртрĕç. Спортсменсене губернатор ячĕпе тата хăйĕн ятĕнчен те Ульяновск облаçĕн шалти ĕçсен министерствин начальникĕ А.П. Ларионов генерал-майор саламларĕ, ăнăçусем сунчĕ.

Пилĕкрен çыхса тупăшнă наци кĕрешĕвĕн хальхи вуннăмĕш турнирĕнче Ульяновск облаçĕн команди 1-мĕш, Чăваш Республикин команди 2-мĕш, Тутарстан команди 3-мĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ. Ыттисем те начар мар результатсем кăтартнă. Çĕнтерÿçĕ-командăсене кубоксем панă.

Пирĕн район спортсменĕсем Чăваш Республики командишĕн кĕрешрĕç. Республика чысне çавăн пекех Шупашкартан, Çĕнĕ Шупашкартан, Елчĕкпе Патăрьел районĕсенчен пынă спортсменсем хÿтĕлерĕç. Пирĕн районтан хутшăннă Константин Станюков (Енĕш Нăрвашри вăтам шкул) 55 килограмлă виçе категорийĕнче 1-мĕш, Алексей Иванов (çавăнтанах) 75 килограмлă виçе категорийĕнче 2-мĕш, Сергей Сучков (Тăвайри вăтам шкул) 75 килограмран йывăртарах виçере 2-мĕш, Михаил Григорьев (Енĕш Нăрваш) 70 килограмлă виçе категорийĕнче 3-мĕш вырăнсем йышăнма пултарчĕç. Дмитрий Рассадников (Тăвай), Евгений Петров (Чутей), Павел Табаков (Вăрманхĕрри) 4–5-мĕш вырăнсене тивĕçрĕç.

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене дипломсем, медальсем парса тата укçан чысланă.

Чăваш Республикин кĕрешÿçĕсен командине Ульяновска автобуспа илсе кайса килме яланхи пекех Шупашкарти “ТУС” строительство компанийĕн генеральнăй директорĕ Николай Федорович Угаслов, наци “Кĕрешÿ” федерацийĕн Президенчĕ Виталий Петрович Васильев тата Тăвай ен спортсменĕсемшĕн тĕп спонсор пулса Алексей Васильевич Иванов (”Аксар”) пысăк пулăшу пачĕç. Енĕш Нăрвашпа Тăрмăшри вăтам шкулсен директорĕсем Галина Федоровна Степановапа Светлана Владиславовна Николаева та шкул автобусĕсемпе Канаша çити ăсатса тата каçхине унтан пырса илсе тивĕçтерчĕç. Водителĕсем те маттур пулчĕç. Çавăн пек пĕр-пĕтĕмĕшле вăйпа туптанать кĕрешÿ. Тавах вĕсене пурне те, терĕ.

 



"Ял ĕçченĕ"
08 февраля 2013
00:00
Поделиться