Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Нумайлăха асра юлĕ

Тĕмер шкулĕнчи пĕрремĕшпе тăваттăмĕш классен ачисем (ертÿçисем Е.Романовапа В.Мюресова) çак кунсенче Тăвайри Михаил Архангел ячĕллĕ чиркÿре пулчĕç. Николай атте вĕсене чиркÿ историйĕ çинчен каласа пачĕ.

Пĕлмелли, паллах, нумай пулчĕ: чиркÿ мĕншĕн карап евĕр пулни, виçĕ пайран тăни, иконостас турăшĕсем мĕн енĕпе пулăшни тата ытти те. Вĕренекенсенчен нумайăшĕ чиркÿре пулса курман, хĕрес хывма та пĕлмеççĕ. Николай атте вĕсене сăхсăхма вĕрентрĕ, хăйсене мĕнле тытмаллине ăнлантарчĕ. 4-мĕш классем православи культури çинчен вĕрентекен уроксенче илнĕ пĕлĕвĕсене çирĕплетрĕç, чиркÿре ĕçлекенĕн ыйтăвĕсем çине хуравларĕç.

Вĕренекенсем сывлăхшăн çуртасем çутрĕç, Турăран ырă ĕçсем тума пулăшма ыйтрĕç.

Пачăшкă ачасене яланах таса кăмăл-туйăмпа, ашшĕ-амăшне хисеплеме, турра яланах асра тытма сĕнсе хĕрес хывса пил пачĕ, пĕчĕк турăшсем парса хавхалантарчĕ.



"Ял ĕçченĕ"
08 февраля 2013
00:00
Поделиться