Урмăш чирĕнчен –профилактика сиплевĕнче
Çăлпуç ялĕнчи кил хуçалăхсенчен пĕринче усранă лаша урмăш (бешенство) чирĕпе сиенленни паллă пулнă. Асăннă диагноза февралĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин ветеринари лабораторийĕ те çирĕплетнĕ.
Урмăш чирĕпе сиенленнĕ выльăхпа 4 çын, çав шутра 1 ача хутшăннă пулнă. Диагноз лартнă кун вĕсене пурне те районти тĕп больницăн хирурги уйрăмне уйрăм палатăна хунă. Унта вĕсене антирабика сывороткипе профилактика сиплевĕ тăваççĕ. Сиплев учрежденийĕнче профилактика тумалли, кирлĕ пулсан пациентсене сиплемешкĕн те эмелсем пуррине палăртмалла.
Роспотребнадзор управленийĕн Канаш районĕнчи территорилле пайĕ патшалăх ветеринари службипе пĕрле ялта дезинфекци тунă, мăйракаллă шултра выльăхсене урмăш чирĕнчен сыхланса вакцинăпа профилактика тĕлĕшпе укол туса тухнă.