Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Вут-кăвартан сыхланас ĕç

Район территорийĕнче пушартан сыхланас ĕç йĕркеленнĕренпе вуншар çул иртнĕ. Ĕлĕк кашни ялтах вут-кăварпа кĕрешекен ирĕклĕ командăсем пулнă. Инкек сиксе тухсан, вĕсем алă вĕççĕн шыв уçласа сирпĕтекен ПН–100 насуссемпе, лав çине вырнаçтарнă шыв тултарнă пичкесемпе, пакурсемпе усă курнă. Хăш-пĕр пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен пушар сÿнтерекен мотопомпăсем, шеçтернеллĕ насуссем пулнă. Пушар сÿнтермелли пирвайхи машинăна “Россия” колхоз (Тăвай ял канашĕ) 1958 çулта кÿрсе килнĕ. Тепĕр 2 çултан çавăн йышши машинăсемпе “Сталь” (Чутей ял канашĕ) тата “Знамя” колхозсене (Элпуç ял канашĕ) тивĕçтернĕ. 1961 çулта “Рассвет” колхоз та (Тушкил ял канашĕ) ГАЗ АЦУ–20 автомашинăллă пулать.

Тăвайри пушар чаçĕн историне райĕçтăвкомăн 1961 çулхи октябрĕн 13-мĕшĕнчи 16-мĕш номерлĕ йышăнăвĕнчен пуçланнă тесе шутламалла. Çавăн чухне райĕçтăвком 1962 çулта район центрĕнче пушар деповĕн çуртне тума тата вут-кăварпа кĕрешекен профессилле команда штатне йĕркелеме ЧАССР Министрсен Советĕнчен укçа-тенкĕ уйăрса пама ыйтнă. 1962 çулхи февралĕн 13-мĕшĕнче районти пушар чаçĕн начальникне Йăнтăрчă çыннине Павел Федорович Кумысова уйăрса лартаççĕ. Çав уйăхрах штата (начальник çумнее) Иван Кузьмич Шибалова (Мучар), мартра Федор Андреевич Андреева (Кушкă), Владимир Иванович Баталова (Çĕнĕ Ишпуç), Георгий Андреевич Павлова (Киччĕ) тата Иван Ильич Ильина водитель пулма йышăнаççĕ. 1962 çулхи кĕр пуçланнă тĕле район центрĕнче пушар деповĕн çуртне туса çитереççĕ. Çапла вара район центрĕнчи пушар чаçĕнчен инкекпе кĕрешме харăс 2 машина таран тухса кайма пултарнă. 1967 çул вĕçлениччен профессилле пушар чаçне Тăвай ял канашĕ тытса тăрать, 1978 çултан вăл Канашри пушарпа кĕрешекен 8-мĕш номерлĕ ушкăна пăхăнма пуçлать. 1991 çулта Тăвайри пушар чаçĕпе типографи çурчĕсем хушшинчи пушă выртакан лаптăкра депон 2 хутлă çуртне купаласа лартаççĕ. Унтах 4 автомашина вырнаçмалăх гараж, вĕренÿ класĕпе кану пÿлĕмĕ, башня тата ытти пÿлĕмсем вырнаçнă.

Районти пушар чаçне тĕрлĕ çулсенче çаксем ертсе пынă: П.Ф.Кумысов (1962–1963), Н.И. Кондратьев (1963–1964; Чÿкçырми), А.В.Данилов (1964–1966), Н.С.Сидоров (1966–1967; Тăвай), М.А.Антонов (1967–1969; Вăтаяль), П.Н.Николаев (1969–1971; Енĕш Нăрваш), Ф.Д.Петров (1975–1977; Кивĕ Пуянкасси), Г.Е.Сергеев (1977–1979; Тăвай), М.Н.Мешков (1979; Улянкă), М.А.Александров (1979; Улянкă), М.И.Ильин (1979–1982; Ураскасси), В. И.Иванов (1982–1983; Тĕмер), В.И.Николаев (1991–1997; Тăрмăш), Н.С.Тимофеев (1997–1998; Канаш), Н.Г.Павлов (1998–2008; Тăрмăш), Д.А.Кузьмин (2008–2010; Канаш). 2010 çулхи августăн 9-мĕшĕнчен паянхи кунччен – Н.Г.Павлов.

Юлашки вăхăтра пушар чаçне ку чухнехи техникăпа тата оборудованисемпе тивĕçтерес, депо çуртне юсас ыйтусене тимлеме тăрăшнă. 2008 çулта республика тата район бюджечĕсен укçи-тенкипе çĕнĕ йышши автоцистерна (АЦ 6,0–40 "5557) туяннă. 2012 çулта хĕснĕ сывлăшпа ĕçлекен ПТС Профи аппаратсем тата “Спрут” гидравлика хатĕрĕ илнĕ. 2011 çултан депона çут çанталăк газĕпе хутса ăшăтмалла тунă, иртнĕ çул çурт тăррине юсанă, çуртри вут-кăвар инкекĕнчен сыхланмалли системăна çĕнетнĕ.

Пушар чаçне малалла аталантарса пырас ĕçре пире Григорий Иванович Иванов, Зоя Куприяновна Степанова, Николай Гаврилович Гаврилов, Николай Максимович Максимов, Георгий Ильич Ефремов, Николай Николаевич Мешков ветерансем ырă канашсемпе пулăшса пыраççĕ.

Паянхи кун районти пушар хуралĕнче 32 ĕçчен тăрăшать, вĕсенчен 19-шĕ – Тăвайри 45-мĕш номерлĕ пушар чаçĕнче. Тăрмăшра, Тĕмерте, Тушкилпе Элпуçĕнче муниципалитет тытса тăракан пушар хуралне йĕркеленĕ. Вĕсенче 13 çын ĕçлет. Пĕтĕмпе 10 единица техника шутланать. Юлашки 2 çулта пушар сÿнтерекен ирĕклĕ дружинăсем тепĕр хут йĕркеленме тытăнчĕç. Паянхи кун 18 командăра 166 дружинник шутланать. 2013 çулта ку йыша тепĕр 75 дружинника илме палăртнă.

 



"Ял ĕçченĕ"
12 февраля 2013
00:00
Поделиться