Хамăрăн тăрăшса ĕçлемелле
Ытлари кун “Дружба” ЯХПК членĕсен пухăвĕ пулчĕ. Унти ĕçсене 1988 çултанпа Анатолий Васильевич Салканов йĕркелесе пырать. Ял çыннисен пурнăçĕ лайăхлансах пытăр тесе тимленĕшĕн “ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” хисеплĕ ят панă маттур ертÿçĕне. Тивĕçлĕ канăва тухнă пулин те, юратнă ĕçĕнчен уйрăлма васкамасть-ха. Тăван ялта хуçалăх упранса юлтăр тесе тăрăшать.
Кĕрше – вырăс ялĕ. Унти 85 кил хуçалăхра çынсем пурăнаççĕ, 38-шĕ хупăннă. Ялта чиркÿ, магазин пур. Фельдшерпа акушер пункчĕ, библиотека, клуб малтан шкул пулнă пĕчĕк çуртра вырнаçнă халь. Ăна хутса ăшăтма çăмăлтарах ĕнтĕ.
Клубра пухăннăччĕ ял хуçалăх ĕçченĕсем. “Дружба” ЯХПК ертÿçи А.Салканов сăмах илчĕ. Пуху ирттерме çынсем çителĕклĕ пулни пирки пĕлтерчĕ.
Анатолий Васильевич 2012 çулта ялти çĕр çыннисем тата выльăх пăхакансем мĕнле тăрăшнипе паллаштарчĕ. Кооперативра 37 член шутланать, тăтăшах ĕçлекенни – 28. Виçĕ комбайнран иккĕшĕ кăна уя тухма пултарать. Вунпĕр трактор, анчах механизаторсем çителĕксĕр. Ытти агрегатсем те пур. Тата вĕсене акана хатĕррисен ретне тăратас тĕллевпе тепĕр хут пăхса çаврăнмалла.
Мăйракаллă шултра выльăх пурĕ 422 пуç, çав шутра сăваканни – 126. Ĕнесене 6 доярка пăхать, пăрусемпе 3 çын ĕçлет. Пĕчĕк выльăхсем патĕнче халиччен тăваттăн пулнă. Апат çителĕклĕ хатĕрленĕ. 2012 çулта пĕр ĕне пуçне 3 пин ытла килограмм сĕт сунă хĕрарăмсем. Ку кăтарту районта вăтаммисен шутĕнче. Тăкаксем пысăк коллективăн, электроэнергишĕн, тĕрлĕ налук, ĕç укçи тÿлеççĕ тата ытти те. Тупăш вара сĕтпе аш-какайран кăна кĕрет. Çур акине хатĕрленсе топливо, удобрени, элитлă вăрлăх туянмалла. Укçа-тенкĕ çителĕксĕр пулни ура хурать. Тата ытти йывăрлăхсем çинче те чарăнса тăчĕç. Апла пулин те, ял ĕçченĕсем вĕсене пĕтерсе пырас тĕллевлĕ. “Пурин те тăрăшса ĕçлемелле, пирĕн пурнăç хамăртан килет, çÿлтен никам та килсе туса памасть”, – тесе вĕçлерĕ сăмахне “Дружба” ЯХПК ертÿçи А.Салканов.
Район экономикипе социаллă пурнăç аталанăвĕн иртнĕ çулхи итогĕсемпе, 2013 çулхи тĕллевĕсемпе район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ В.Чайкин кĕскен паллаштарчĕ. Кăçал Тăвай енре Республика Кунне уявлама хатĕрленсе кашни çын харпăр хăй тÿпине хывасса шанни пирки каларĕ. Хуçалăхри ыйтусене пĕрле сÿтсе явса татса пама сĕнчĕ.
АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн тĕп специалисчĕ Е.Михайлова, Мучар ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Шакшина, Мучар шкулĕн директорĕ В.Смирнова Кĕрше ялĕнче пурăнакансен чылай ыйтăвĕ çине хуравларĕç. Çăмăл мар пулин те, малаллах утма, ялти пурнăçшăн çанă тавăрса вăй хума сунчĕç вĕсем.
Отчетлă пухусем «Шимкусский», «Кр.Чувашия», Ленин ячĕллĕ хуçалăхсенче те иртнĕ.