Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Хисепе тивĕçлĕ сутуçăсем

“Тăвайри кооператив” потребобщество 2012 çула аван кăтартусемпе вĕçленине эпир район хаçатĕнче вуласа пĕлтĕмĕр.

Ялсенчи тавар туянакансене туллин тивĕçтермелле тăвассишĕн чылай тимленĕ кооператорсем. Вĕсен шутне Сăхăтпуç ялĕнчи куллен кирлĕ таварсем сутакан магазин та кĕрет. Унта Н.Тимакова "заведующи", А.Семенова, З.Трофимова сутуçăсем вăй хураççĕ. Чăннипех те Турă çырнă пулĕ вĕсене çак профессине суйласа илме.

Ĕлĕкрех лавккана кĕрсен прилавок умĕнче черет тăрса тавар туянаттăмăр. Халĕ вара пачах урăхла ÿкерчĕк. Магазина кĕрсенех карçынккасем илсе тавар суйлама кĕрсе каятăн. Пурте куç умĕнче – хакĕ те, виçи те, хăçан кăларни те. Пуян пирĕн ял магазинĕ, сисмесĕрех карçынкка тулса каять.

Ял çыннисене сутуçăсем ăшшăн кĕтсе илеççĕ, кирлĕ тавара самантрах тупса параççĕ, шÿтлеме те манмаççĕ.

Çак чиперккесене эпир çывхарса килекен хĕрарăмсен уявĕ ячĕпе чĕререн саламлатпăр, вăрăм кун-çул, юман пек çирĕп сывлăх сунатпăр.



"Ял ĕçченĕ"
07 марта 2013
00:00
Поделиться