Амăшĕсемпе пĕрле уявларĕç
Март уйăхĕпе пирĕн пата çуркуннехи пĕрремĕш уяв килсе çитрĕ. Ку вăл – мартăн 8-мĕшĕ.
Тăрмăшри ача садĕнчи аслă ушкăна çÿрекенсем хаваслă утренник ирттерчĕç. Чи малтан ачасем килнĕ хăнасене “Анне” юрăпа саламларĕç. Аннесемпе асанне-кукамайсене халалласа сăвăсем каларĕç, такмаксем юрларĕç. Капăр тумланнă ачасем вальс ташланине курса килентĕмĕр. Е.Н.Капитонова музыка руководителĕ хавхалантарса пычĕ пĕчĕккисене. Лидия Алексеевна Николаева воспитательница кашни уява интереслĕ ирттерме, çĕнĕлĕхсемпе пуянлатма тăрăшать, амăшĕсене те хутшăнтарать. Вĕсем валли тĕрлĕрен конкурс шухăшласа кăларать. Юлашкинчен ачасем амăшĕсене хăйсем тунă парнесем пачĕç. Хаваслă кăмăлпа саланчĕç пурте.