Сĕте районтах ĕçлесе хатĕрлеççĕ
Çĕр-шыври апат-çимĕç промышленноçĕн флагманчĕсенчен пĕри шутланакан, “АККОНД” УАО комплекслă çĕнетĕве малалла тăсать. Пĕлтĕр асăннă предприяти производствăна аталантарма 1 миллиард тенкĕ ытла инвестици хывнă, çакă 500 ытла хушма ĕç вырăнĕ йĕркелеме май панă. Юлашки 10 çулта “АККОНД” УАО хăйĕн хăватне ÿстерсех пынă тата туса кăларакан продукци ассортиментне анлăлатнă. Унăн инвестици хастарлăхĕ ял хуçалăхĕнче те лайăх палăрать, кунта 2008 çултанпа “АККОНД–агро” проект пурнăçланать”, – тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев Чăваш Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче.
Пирĕн районта та пур асăннă обществăн проекчĕ. Темиçе çул каялла Тăвай енре “Акконд–агро фирма” общество йĕркеленчĕ. Ялтан инçех мар паянхи кунпа килĕшÿллĕ витесем турĕç кĕске срокра, ăратлă ĕнесем илсе килчĕç. Выльăхсене пахалăхлă апатпа тăрантарма пуçларĕç, çĕнĕ оборудованипе сума тытăнчĕç вĕсене. Сĕте ĕçлесе хатĕрлеме тĕрлĕ çĕре илсе каятчĕç малтан. Продукци кăларакан цех ĕçлессине вырăнта йĕркелес ыйту тухса тăнă çапла. 2011 çулта ăна татса пачĕç. Район центрĕнчех çÿлерех асăннă предприяти алăкĕсене уçрĕ. Унта çынсем валли ĕç вырăнĕсем тупăннине хаçатсенче вуланăччĕ-ха, тăвайсем кăларакан сĕт-çу продукцийĕ пахалăхлă пулнине куллен тенĕ пекех тутанса пăхнă тăрăх пĕлеттĕм. Анчах сĕте мĕнле ĕçлесе хатĕрленине хам куçпа курма май килменччĕ. Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ умĕн тĕллевĕме пурнăçлама çула тухрăм. Манпа пĕрле район администрацийĕн АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн тĕп специалисчĕ Е.Михайлова пыма килĕшрĕ. Цех – яла Вăрманхĕрри енчен пырса кĕнĕ çĕрте, малтан унта кооператорсем кăлпасси тĕтĕмленĕ, пахча çимĕç тăварланă. Çурранах утрăмăр унта. Сĕте ĕçлесе хатĕрлекенсен ÿсĕмĕсем пирки сăмах пуçартăмăр çула кĕскетме. Чи пахалăхлă сĕтрен, консервантсăр, сывлăхшăн усăллă продукци хатĕрлеççĕ тăвайсем. Пĕр уйăхри вăтам ĕç укçи 10 пин те 460 тенкĕпе танлашать вĕсен. 2012 çулта – 2335 тонна сĕт ĕçлесе хатĕрленĕ, 2298 тонни – “Акконд-агро фирма” обществăн, ыттисене пĕр килограмне 14 тенкĕ те 50 пуспа “Дружба” ЯХПК-ран туяннă. Çулталăк вĕçнелле 1,5 процентлă, хăй çуллăхнех хăварнă "3,4–6 процент" сĕтсем, пĕçернĕ турăх (варенец) тата ытти çĕнĕ продукци кăларма тытăннă. Пĕлтĕр пурĕ 55 миллион та 326 пин тенкĕлĕх продукци хатĕрленĕ цех. Çулталăкри тупăшĕ 20 миллион ытларах тенке çитнĕ ку коллективăн.
“Акконд–агро фирма” общество ферминче вăй хуракансен тăрăшулăхне те палăртса хăвармалла кунта. Пĕр ĕне пуçне 5 пин те 741 килограмм сĕт сунă вĕсем иртнĕ çул. Ку кăтарту районта лайăххисенчен пĕри.
Тăвайри сĕт-çÿ цехĕ 2013 çула пысăк хавхаланупа, çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевсемпе пуçланă. Талăкра 5 пин те 300 килограмм продукци кăлараççĕ, 9–10 тонна сĕт ĕçлесе хатĕрлеççĕ. Цеха тулли хăватпа ĕçлеттерме пуçласшăн кăçал, пĕр кунта 15 тонна сĕт ĕçлесе хатĕрлес ĕмĕтпе пурăнаççĕ. Пылак турăх, бифидок тата ытти çĕнĕ продукцисем сĕнесшĕн суту-илĕве. Тепĕр тăватă ĕç вырăнĕ тупăнать вара.
Калаçса пырса вырăна çитнине те сисмерĕмĕр. Пире производство начальникĕ Н.Фомин ăшшăн кĕтсе илчĕ. Шурă халатсемпе бахилăсем тăхăннă хыççăн шалалла иртрĕмĕр. Тасалăхпа тирпейлĕх куç тĕлне пулчĕ, кашни япала хăйĕн вырăнĕнче, ăшă та çителĕклĕ.
–Эпир кунта 28-ăн ĕçлетпĕр. Ĕç дисциплини çирĕп пирĕн. Ирхине, сĕт илсе килнĕ вăхăт тĕлне, пурин те вырăнта пулмалла. Мансăр пуçне коллективра аслă технологпа тепĕр технолог, виçĕ лаборант, кладовщикпе бригадир тата грузчикпе фасовщица – икшер, 7 оператор, котельнăйĕн тăватă рабочийĕ, техслужащи тăрăшаççĕ, – хăйсем пирки кĕскен каласа кăтартрĕ Николай Витальевич.
Цех уйрăмĕсемпе пире Л.Хромова аслă технолог паллаштарчĕ. Арçынсен тата хĕрарăмсен канмалли-хывăнмалли пÿлĕмĕсене кĕрсе куртăмăр малтан. Рабочисене пур услови те туса пама тăрăшнă кунта. Кăмăл пулсан, çăвăнса илме пулать. Апат хатĕрлеме микрокăмака пур, кашнин хăйĕн шкафĕ.
Газпа ăшăтакан производствăна пăспа тивĕçтерекен çĕнĕ котел вырнаçтарнă, ăна кĕçех ĕçлеттерме пуçласшăн, малтанхи вара хăйĕн тивĕçĕсене пурнăçлать.
Фермăран илсе килнĕ сĕте тÿрех холодильнике яраççĕ. Ку оборудовани мĕнле ĕçленине оператор сăнасах тăрать. Холодильниксем татах пур, таса шывсен пысăк савăчĕсем тулли.
Пĕр уйрăмĕнче ряженка кăларассипе тимлетчĕç. Хăймине уйăрман тата çусăрлатнă сĕтсене йÿçĕхтермелли япалапа (закваска) хутăштарнă хыççăн çур литрлă хутаçсене яраççĕ. Тĕрлĕ сĕт, йÿçнĕ турăх, кефир, хăйма хатĕрлеççĕ иккен кунта тата.
Тепĕр уйрăмĕнче хĕрарăмсем сыр касатчĕç, виçнĕ хыççăн хутаçсем çине хурса, этикетка çыпăçтаратчĕç. Тăпăрча вара пластик савăтсем, хутаçсем çине виçсе хураççĕ.
Хатĕрленĕ продукцисене çав кунах магазинсене илсе çитерме тăрăшаççĕ. Республикăн тĕп хулинче те туянма пулать иккен тăвайсем кăларнă çимĕçсене. “Халь эпир “От Красули” тесе çырнă сĕт продукчĕсене кăна шыратпăр магазинсенче. Питĕ тутлă, сирĕн районти сĕт цехĕн япалисене çисе-ĕçсе савăнатпăр,” – пĕлтереççĕ Шупашкарти тăвансем.
Паллă ентешĕмĕр, “АККОНД” фабрикăн генеральнăй директорĕ, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Иванов тăван енри нумай çынна ĕç вырăнĕсем тупса пама пулăшрĕ, пахалăхлă сĕт продукцийĕсене тата канфет изделийĕсене те ялтах туянса тутанма май туса пачĕ. Тав тăватпăр çакăншăн Валерий Николаевича.
Тăвай ен çыннисенчен чылайăшĕ ĕç шыраса тĕрлĕ çĕре тухса каймасть халь, вырăнти производствăсенчех ырă тĕслĕх кăтартать.
Çакнашкал фермăсемпе цехсем алăкĕсене татах уçсан, районти халăх аякка çÿремесĕрех çемйисем валли çителĕклĕ тупăш туса пурăнĕ.