Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Шанаслăх ÿссе пырать

Районта пурăнакансем хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусемпе Раççей Шалти ĕçсен министерствин районсем хушшинчи “Урмарский” пайĕн Тăвай районĕнчи уйрăмĕнчен пулăшу ыйтасси ÿссе пырать.

Çакăнпа пĕрлех граждансем полици сотрудникĕсене шанасси те ÿсет. Çапла 2012 çулта полици уйрăмне граждансенчен пурĕ 53 çыру е пĕлтерни пырса кĕнĕ. Умĕнхи çулта вара ун пекки 32 пулнă. Çынсем хăйсен шухăшĕсене ытларах çырупа пĕлтереççĕ.

Вĕсене тĕрĕслесе полици сотрудникĕсем тивĕçлĕ ĕçсем туса ирттернĕ. Хăшĕ-пĕри тăрăх административлă протоколсем çырма, теприсене вырăнта пăхса тухса кирлĕ пек йышăну е пĕтĕмлетÿсем тума ярса пама тивнĕ. Çынсен çырăвĕсем çитменлĕхсене, преступленисене уçса пама, профилактика ĕçне вăйлатма пулăшаççĕ.

Уйăхсерен туса хатĕрлекен графикпе килĕшÿллĕн районти полици уйрăмĕн ертÿçисем граждансене шалти ĕçсен органĕсен ĕçне-хĕлне лайăхлатас, обществăлла йĕркелĕхе сыхлас, преступноçпа кĕрешес ыйтусемпе тăтăшах йышăнаççĕ. Вĕсем асăннă ыйтусемпе 18 çынна йышăннă. Граждансене йышăннă чухне пырса кĕрекен заявленисене çирĕплетнĕ йĕркепе регистрацилеççĕ, уйрăм начальникĕ е унăн çумĕсем резолюци хурса панипе килĕшÿллĕн заявленисемпе ĕçлеме тытăнаççĕ.



"Ял ĕçченĕ"
14 марта 2013
00:00
Поделиться