Коррупципе кĕрешесси – пĕрлехи ĕç
Коррупципе кĕрешессипе çыхăннă сферăра тĕрĕслевсем ирттернĕ май пĕлтĕр саккуна пăснă 48 тĕслĕхе тупса палăртнă.
Çитменлĕхсене пĕтерме 23 представлени çырнă, вĕсене тишкерсе должноçри 24 çынна дисциплина енĕпе явап тыттарнă. Саккунсăр 11 право актне протестленĕ, 2 çынна административлă майпа явап тыттарнă. 3 уголовлă ĕç пуçарнă.
Судсем 3 уголовлă ĕçе тишкернĕ. Суд приставĕн киревсĕр хăтланăвĕпе 2 ĕçе пĕрле хутăштарса пăхса тухнă. Хальхи вăхăтра хĕрарăм-пристав ĕçлемест, приговорта кăтартнă тăрăх ăна штраф панă.
Вăл парăмлă çынсен пурлăх çуккине ĕнентерекен актсене ĕç пÿлĕмĕнчен тухмасăрах хатĕрленĕ, пунеттейсемшĕн те хăех алă пуснă, унтан суд йышăнăвне пурнăçламалли производствăсене вĕçленине çирĕплетекен йышăнусем тунă.
Коррупцие çул пама пултаракан нормăпа право акчĕсене тĕрĕслесех тăратпăр. Правăна пăснин тĕслĕхĕ пуличченех унашкаллин çулне пÿлме тăрăшатпăр. 9 требовани, 1 протест çырнă хыççăн вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем коррупцие çул паракан 10 нормăпа право актне улăштарнă, коррупцие çул паман. Ку енĕпе 13 нормăпа право проект акчĕсем тĕлĕшпе 13 информаци янă. Вĕсене пăхса тухнă хыççăн вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем прокурор ыйтнине пурнăçланă. Коррупци майĕсене çул паман.
Прокуратура вара коррупципе кĕрешесси çинчен калакан саккунсене пурнăçланине сăнаса тăрассипе çыхăннă ĕçе кăçал та малалла тăсĕ.