Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Усăллă канма пĕлеççĕ

Хаваслă та ырă кăмăлпа иртрĕ Тĕмерти клубра ялти хĕрарăмсен тĕл пулăвĕ. Алă ĕçĕсен куравĕнчен пуçланчĕ уяв. С.Ярхуновăн ĕçĕсене пăхса киленчĕç пухăннисем. Тĕрлĕ япаласем çыхать Светлана Николаевна: шальсем, пукан çине сармаллисем, пĕчĕк минтерсем... Юратнă ĕçĕ валли пушă вăхăт сахалрах пулнишĕн пăшăрханать. 32 çул ĕçлет вăл Тĕмер ял администрацийĕнче, халĕ пуçлăх çумĕ шутланать. Ялти ятлă-сумлă хĕрарăм нумай çул ĕнтĕ клуб çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕн членĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Иванов хĕрарăмсене вăрăм кун-çул, çемьесенче ырлăх-сывлăх, юратупа телей, кил ăшшине упрама савăк кăмăл сунчĕ. Малалла пултарулăх ушкăнĕн юрăçисем "С. Ярхунова, Н.Яковлева, Т.Жилкина, Г.Иванова, И.Краснова, А.Павлов, В.Смирнов" шăпчăкăнни пек янăравлă сассисемпе чун-чĕрене килентерекен илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç.

Уяв программине ИКЦ директорĕ И.Красновапа Г.Иванова библиотекарь хатĕрленĕ, вĕсемех ертсе пычĕç. Хаваслă та кулăшла вăйăсемпе конкурссем те ирттерчĕç вĕсем. Юрăсен ячĕсене шыраттарчĕç, куçсене çыхса турилккесем çинчи кĕрпесене пĕлмелле пулчĕ, тупмалли юмахсен тупсăмне шырарĕç тата ытти те. Чылайччен янăрарĕ хаваслă кулă. Пухăннисем те аннене, тăванлăха, юратăва халалланă юрăсене шăрантарчĕç. Сĕтелĕ те пуян пулчĕ, тĕрлĕ кукăльсем, салатсем, ытти çимĕçсем хатĕрлесе килнĕ кулинар-аннесем. Яланах пысăк шайра ирттерме тăрăшаççĕ культура ĕçченĕсем халăх валли йĕркелекен мероприятисене. Пултарулăх ушкăнĕн членĕсем паллă уявсенче (ваттисен, аннесен кунĕсем, мартăн 8-мĕшĕ) хăйсен таланчĕпе яланах савăнтараççĕ ялсенче пурăнакансене. Çÿлерех асăннă юрăçсемсĕр пуçне Г.Игнатьевапа Т.Шашкина (Амалăх), И.Васильевапа О.Волкова, С.Димитриева (Кармал), Л.Соколова (Вăтаяль) репетицисене ют ялтан килсе çÿреççĕ.

Питĕ хитре чăваш тумĕпе тухаççĕ вырăнти артистсем сцена çине. Ăна хăйсем çĕлеттернĕ. Февраль уйăхĕнче Тĕмер, Амалăх, Кармал, Вăтаяль ялĕсенче пысăк концерт кăтартрĕç. “Шупашкар артисчĕсенчен нимпе те кая мар”, – теççĕ вĕсен пирки куракансем.

Пухăннисем йĕркелÿçĕсемпе юрăçсене пысăк тав сăмахĕ каларĕç, çирĕп сывлăх, ĕçре тупнă хисепе çÿллĕ шайра тытма, иксĕлми телей, çăл куç пек тапса тăракан вăй-хăват сунчĕç.

 



"Ял ĕçченĕ"
19 марта 2013
00:00
Поделиться