Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Хамăрăн та тимлĕ пулмалла

Пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче – Пĕтĕм тĕнчери тавар туянакансен (потребитель) прависене хÿтĕлемелли кун. Çавна май ЧР роспотребнадзор управленийĕн Канаш хулинче вырнаçнă территори уйрăмĕ вырăнсене тухса çынсемпе телефон урлă хĕрÿ лини ирттерет. Маларах икĕ-виçĕ çĕрте пулнă вĕсем. Ытлари кун пирĕн районти тавар туянакансен шухăш-кăмăлĕпе интересленчĕç. “Ял ĕçченĕ” хаçат редакцийĕпе пĕрле ирттерчĕç çÿлерех асăннă мероприятие, çак кун 2–14–05 номерпе шăнкăравласа хăйсене канăç паман ыйтусем çине хуравсем илчĕç Тăвай енре пурăнакансем. Вĕсене Роспотребнадзор управленийĕн территорири уйрăм начальникĕ Вячеслав Геннадьевич Егоровпа тĕп специалист-эксперчĕ Юрий Вениаминович Горшков тивĕçтерчĕç 14–16 сехетсем хушшинче. Сахал мар ыйту пачĕç шăнкăравлакансем.

Йÿçнĕ сĕт, пăсăлнă пулă туяннисене çав кунах каялла кайса парса укçи-тенкине илме, ĕçе пахаламалли тата çăхавсем çырмалли кĕнеке çине харпăр хăй шухăш-кăмăлне çырса хăварма сĕнчĕç. Тавара каялла илме килĕшмеççĕ пулсан, Роспотребнадзорăн территорири уйрăмне заявлени хатĕрлесе пама хушрĕç.

Пластик карттăн счечĕ çинчен укçа-тенкĕ çухалнă тĕслĕх пулсан, тÿрех банкра ĕçлекенсене пĕлтерсе карттăна блокировка тутарттармалла, унтан кам, хăçан илнине шыраттарма заявлени çырса хăвармалла. Енчен те карттăна çухатсан е вăрласан, каллех малтан банка пĕлтерсе карттăна блокировка тутарттармалла, унтан полици уйрăмĕнче ĕçлекенсемпе çыхăнмалла.

Пирĕн районти шыв пахалăхĕ пирки пĕлесшĕн тăваттăмĕшĕ.

Тăвай ен территорийĕнче известь нумай пирки кранран юхакан хăш-пĕр шыв хытăлăхĕ "жесткость" пысăкрах. Çавăнпа çынсене шыва вĕретсе-сивĕтсе ĕçме сĕнчĕç ыйтусем çине хуравлакансем.

Ялтан шăнкăравларĕ тепри. Тĕп урамра кăна шыв колонкисем ĕçлеççĕ. Ăпăр-тапăр пăрахмалли ещĕк пĕр магазин умĕнче кăна. Мĕн тумалла-ши йĕрке тăвас тесен?

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе çыхăнса татса пама сĕнчĕç ку ыйтăва.

Тăвай ялне ĕçе çÿрекенсене автобус водителĕ тепĕр чухне билетпа тивĕçтерменни е ытлашши панă укçа-тенкине тавăрманни шухăшлаттарать. Канашри пассажирсене турттаракан транспорт предприятине автобус номерне, водитель хушамачĕпе ятне тата ашшĕ ятне асăнса заявлени çырма хушрĕç вĕсене ыйтусем çине хуравлакансем.

Виçĕ пÿлĕмлĕ хваттерте пурăнатăп. Хутмалли сезон пуçланнăранпах пĕри йĕркеллех ăшăнать, иккĕшĕнче – сиввĕ. Ăшăпа тивĕçтернĕшĕн тÿлекен укçа-тенкĕ суммине тепĕр хут пăхса тухтарма пултарайратăп-и эпĕ?

Паллах, енчен те сирĕн çурта котельнăй ĕçлеттерсе ăшăтаççĕ пулсан. Ку енĕпе ĕçлекен ятарлă общество пулмалла районта, сире йĕркеллĕ тивĕçтерменшĕн эсир тÿленĕ суммăна вĕсен çĕнĕрен шутласа пăхма тивĕç.

Пурнăçри çитменлĕхсене пĕтерме ытларах хамăрăн тăрăшмалла, тесе сывпуллашрĕç Роспотребнадзорăн территорири уйрăмĕсенче ĕçлекенсем.

 



"Ял ĕçченĕ"
22 марта 2013
00:00
Поделиться