Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Тăвай шкулĕн тÿпи

Районта “Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн” ыркăмăллăх марафонĕ малалла пырать. Вăл пĕчĕккисемшĕн ырă ĕç тума тата укçа-тенкĕпе пулăшма хатĕр çынсене, коллективсене пĕрлештерет. Çак шутра Тăвайри вăтам шкул коллективĕн хастарлăхне те палăртмалла. Асăннă марафон картинче “Ырă кÿме васкăр!” тĕллевпе нумай мероприятипе творчество конкурсĕсем ирттернĕ.

Мартăн 19-мĕшĕнче Тăвайри вăтам шкулта ыркăмăллăх концерчĕ йĕркеленĕ. 1–11-мĕш классенче вĕренекенсем творчествăлла пултарулăх номерĕсем хатĕрленĕ тата мероприяти вăхăтĕнче марафон пухмачне вунă пин тенкĕ ытла укçа хывнă. Шкулта ĕçлекенсем те пухмача укçа-тенкĕпе пуянлатма пулăшнă. Çапла вара никам та айккинче юлман, кашниех хăй тÿпине хывма, май килнĕ таран пулăшма тăрăшнă. Пирĕн пулăшу çав тери кирлĕ, пĕр-пĕр ачана çеç ырă кÿрсен те – пысăк телей. Çапла тĕв турĕç шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем тата ыттисем те. Пурне те ыркăмăллăх марафонне хутшăнма, пулăшу кÿме чĕнсе каларĕç. Укçа-тенкĕ куçармалли реквизитсене “Ял ĕçченĕ” хаçатăн кăçалхи мартăн 5-мĕшĕнчи 24-мĕш номерĕнче те пичетленĕ.



"Ял ĕçченĕ"
26 марта 2013
00:00
Поделиться