Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Патшалăх страхованийĕ – шанчăклă пулăшу

Госстрах историйe 1921 çулхи юпа уйaхeн 6-мeшeнче Совнарком “Патшалaх пурлaх страхованийe çинчен” Декрета алa пуснинчен пуçланнa. Асaннa документра çапла каланa: “Финанссен Халaх Комиссариачeн йышeнче патшалaх пурлaхне страхлассине йeркелесе пыма Патшалaх Страхованийeн Тeп Управленине туса хурас”.

Росгосстрах яланах çeр-шывпа пeрле аталаннa, унaн финанс тытaмeн пeлтерeшлe пайe тата патшалaхшaн хaватлa резерв пулнa. Госстрах экономикaпа тата социаллa пурнaçпа çыхaннa пур реформaна тенe пекех тÿрремeн хутшaннa.

Нумай çул хушши Госстрах патшалaх пeлтерeшлe eçе тaрaшса пурнaçланa – çeр-шыври миллионшар çыннaн пурлaхне, укçи-тенкине, пурнaçне тата сывлaхне хÿтлeхпе тивeçтернe. Çeр-шывaн чи йывaр саманчeсенче, бюджет йывaрлaха кeрсе ÿксен, патшалaх Госстрахран пулaшу ыйтнa. Сaмахран, индустриализаци тапхaрeнче, Аслa вaрça вaхaтeнче тата ун хыççaнхи экономикaшaн йывaр çулсенче, промышленноç тата ял хуçалaх вaй илсе пынa тапхaрсенче, çeр-шывра пысaк улшaнусем пулнa йывaр 80-мeш тата 90-мeш çулсенче. Çeр-шыв историйeн кашни тапхaрeнчех Госстрах eçченeсем малашлaха шанса йывaрлaхсене çирeппeн çeнтерсе пынa, хaйсен тивeçeсене тÿрe кaмaлпа пурнaçланa.

Пирeн районти госстрах тытaмe иртнe eмeрхи çирeммeш çулсенче йeркеленме пуçланa. Анчах, шел те, çав вaхaтри документсем архивра сыхланса юлайман.

1935 çулта Тaвай районне туса хурсан госстрах малтанлaха финанс пайe çумeнче йeркеленнe. Хeрeхмeш-аллaмeш çулсенче вара хaйне уйрaм пулнa, aна аслa инспектор ертсе пынa. Çав вaхaтра бухгалтерта Елена Григорьевна Христофорова, счетоводра Варвара Ивановна Пуршева eçленe, Г.К.Филиппов, М.В.Васильев (Улянкa), Н.М.Козлов (Çeнe Пуянкасси) участокри инспекторсем шутланнa.

1954 çулхи январь уйaхeнче страховани eçне вaйлатас тeллевпе районта икe участок туса хунa. 1-мeш участока Элпуç, Çeнe Пуянкасси, Енeш Нaрваш, Нaрваш сали, Сaхaтпуç, Тушкил, Тaвай, Çaлпуç, Йaнтaрчa ял Совечeсем тата çак участокрах Молотов ячeллe, “Социализм”, “Красная Чувашия”, “Искра Ильича”, “Красный Октябрь”, Сталин, Горкин, Киров, Маленков (”Новый путь”) ячeллe хуçалaхсем, 2-мeш участока Çeнe Ишпуç, Чутей, Амалaх, Мучар, Кeрше, Тeмер, Кармал, Тaрмaш, Чÿкçырми ял Совечeсем тата çак участоках Чапаев ячeллe, “Сталь”, “Горьковская коммуна”, “25-ое Октября”, Хрущев ячeллe, “Победа”, Ворошилов, Ленин ячeллe тата “Красное Сормово” (”Звезда”) хуçалaхсем кeнe.

1958 çулхи декабрьтен пуçласа 1976 çулхи сентябрьччен районти госстрах инспекцине Василий Иванович Герасимов ертсе пынa. Вaл тaрaшнипе 1968 çулта Тaвай ялeнчи Союзнaй урамра (халe çав ятлa тaкaрлaк) госстрах çурчeн çeнe çуртне туса лартнa. Çав çуртра çурри eç пÿлeмe, тепeр çурри общежити пулнa. Çак çулсенче районти халaха, предприятисене пулaшассипе, страховани енeпе тивeçтерессипе нумай eçсем туса ирттернe. Штатра тaман инспекторсен шутне чылай ÿстернe, тeпрен илсен, вeсенчен ытларахaшe хуçалaхсенче бухгалтерта eçлекен е финанспа çыхaннa çынсем пулнa. Çитмeлмeш çулсенче страхлакан агент должноçeсене çирeплетнe.

1976 çулхи сентябрьтен пуçласа 1994 çулхи апрель уйaхeччен районти госстрах ертÿçинче Елизавета Федосеевна Максимова eçленe. Ку çулсенче патшалaх страхованийe малалла аталаннa, страхованин тeрлe енeсене eçе кeртнe. Ялсенче страхлакан агентсем халaхпа ытларах eçлеме тытaннa.

1994 çулхи апрельтен Росгосстрахaн районти инспекцине Геннадий Филиппович Филиппов ертсе пынa. Вaл 2011 çулхи августчен тaрaшнa. Ку тапхaрта госстрах пурнaçeнче лайaх улшaнусем пулса иртеççe. Кашни ялтах страхлакан агентсем çирeплетеççe, страховани пулaшaвe парассине вaйлатса пыраççe. Г.Филиппов çине тaнипе 1997 çулта госстрахaн икe хутлa çeнe çуртне хута яраççe, вaл Тaвай ялe, Ленин проспекчe, 2 адреспа вырнаçнa. Eç вырaнeсене районта малтисен шутeнче компьютерсемпе, ытти пулaшу техникипе тивeçтереççe. Çурта çут çанталaк газeпе aшaтмашкaн уйрaм котельнaй eçе кeртеççe.

Хальхи вaхaтра “Росгосстрах” уça акционерлa общество Раççей шайeнче чи пысaк та хaватлa страховани компанийe шутланать, вaл тухaçлa eçлесе пырать. Патшалaхaн çак компанире пай акцийeсем пур, ку вaл страхлакан обществaшaн хушма тeрек пулса тaрать.

Кaçалхи январeн 30-мeшeнче “Росгосстрах” уça акционерлa общество Чaваш Республикин Министрсен Кабинечeпе тачa çыхaнса eçлеме килeшÿ тунa. Вaл aнaçлa пурнaçлантaр тесе пирeн коллектив та хaйeн тÿпине хывать. Хальхи вaхaтра Тaвайри страховани пайeнче пурe 31 çын тaрaшать: пай пуçлaхe, икe менеджер тата 28 страхлакан агент. Эпир 2012 çула тупaшлa вeçленe, вырaнти бюджета 275 пин тенкe налук тÿленe тата страхланa çынсен тeрлe сaлтавсемпе пулнa тaкакeсене 1 миллион тенкeне яхaн саплаштарнa. Халaхпа, хуçалaхсемпе тачa çыхaнса, пeр-пeрне aнланса тата пулaшса eçлесе малашлaха çирeп утaмсемпе утaмлама шутлатпaр.



"Ял ĕçченĕ"
12 апреля 2013
09:08
Поделиться