Политканашăн черетлĕ ларăвĕ
Умра тăракан тĕллевсемпе çивĕч ыйтусене хускатаççĕ “Единая Россия” пар-тин районти уйрăмĕн политканашĕн ларăвĕсенче. Черетлĕ лару виçĕм кун иртрĕ.
Унта “Единая Россия” партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Н.В.Малов хутшăнчĕ, сăмах каларĕ.
Малтанах партин Тăрмăшри уйрăмĕн секретарĕ Любовь Андреева отчет туса пачĕ.
Пуçламăш организаци 52 çынна пĕрлештерсе тăрать. Кăçалхи 3 уйăхра 4 çынна члена илнĕ. Любовь Власовна пĕрремĕш кварталти ĕç-хĕлпе паллаштарнă май, парти членĕсем общество пурнăçне, культурăллă-массăллă мероприятисене, спорт ăмăртăвĕсене хастар хутшăннине палăртрĕ. Л.Андреева хăй “Атьăр-ха, депутатсем!” конкурс йĕркелесе ирттернĕ. Унăн участникĕсем – С.Спиридонова, Т.Семенова, З.Матросова, З.Григорьева, В.Николаева – пурте “Единая Россия” политика парти ретĕнче тăраççĕ. Тăрмăшсем спортăн тĕрлĕ енĕпе республикăра район чысне ăнăçлă хÿтĕлеççĕ.
Ялти хоккей площадки кăçал ача-пăчашăн кăна мар, аслă ÿсĕмри çынсемшĕн юратнă вырăн пулса тăнă, районти, зонăри ăмăртусем те иртнĕ. “Раççей йĕлтĕр йĕрĕ” чупура ял спортсменĕсем лайăх кăтартусемпе палăрнă. Е.Михайлова, З.Андреева тата ытти парти членĕсене ырăпа асăнчĕ Л.Андреева. Информаципе культура центрĕ çумĕнчи “Тăрмăш” фольклор ушкăнне нумаях пулмасть “халăх” ятне пачĕç. Унта çÿрекенсенчен те нумайăшĕ – парти активисчĕсем.
Кăçал Тăвай районĕнче Республика кунне, Тăрмăшра ялăн 450 çулхи юбилейне ирттернĕ май, пурин те яваплăха ÿстермелле, терĕ. Тăрмăшсем, акă, уява халалланă концерт программипе сцена çине тухрĕç те. Репертуара çĕнетсе çĕнĕ номерсем те кĕртĕç.
Ларура Л.Гавриловапа Т.Арапована парти билечĕсем пачĕç тата 4 çамрăка “Единая Россия” парти членне илме йышăнчĕç.
Нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн, общество пурнăçĕнчи пуçарулăхпа хастарлăхшăн Вера Михайловна Кириллована, Надежда Ильинична Потапована, Алевтина Варсанофиевна Андреевана партин регионти уйрăмĕн Тав çырăвĕпе хаклă парне парса чысларĕç.
Ларăва партин вырăнти уйрăмĕн секретарĕ В.В.Чайкин ертсе пычĕ. Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ В.А.Ванерке хутшăнчĕ.