Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Ял юбилейне хатĕрленсе

Тăрмăш ялне часах 450 çул пулать. Уява çурла уйăхĕнче ирттересшĕн. Концерт программине те çак паллă датăна халалларăмăр.

Ăна “Тăрмăш” халăх ушкăнĕ уçрĕ, вăл илемлĕ халăх юррисем шăрантарчĕ. Елизавета Иванова “Родина” сăвва пултаруллă вуларĕ. Вăл çак номерпе республикăри конкурсра малти вырăна тухнă.

2013 çул – çут çанталăка сыхламалли çулталăк. “Верит людям земля” ятлă сăвва та Лиза çак пулăмпа çыхăнтарчĕ. Н.Николаева “Анне” юрра, Э.Табаевăн “Киреметĕн тăвайкки” юррине ял халăхне парнелерĕ. Н.Семенова та Э.Табаев çырнă юрра кăмăлланă. ”Вăрман юрри” – тăван тавралăх илемĕ, ырлăх-пурлăхĕ çинчен. Надеждăн сасси уçă, кашни юррах ăшă туйăмпа юрлать. В.Николаевапа пĕрле “Зорька алая”, “За тихой рекой” юрăсене те çепĕççĕн кăларчĕç.

“Сарпике” ятлă хĕрарăмсен ушкăнĕ чăваш халăх юррисемпе, ташшисемпе савăнтарчĕ. Тĕрлĕрен халăх инструменчĕсемпе те каларĕç маттур артистсем. Е.Матросовапа В.Макаров “Пехил” юрра ватăсен ячĕпе шăрантарчĕç. Çĕр ĕçченĕсен ячĕпе “Молодой агроном” юрă янăрарĕ. Юрлаканĕсем – Л.Андреева, Е.Матросова, Л.Семенова.

“Тапăртăк” ушкăн чăваш ташшине, “Тангăна” кĕçĕн класри ачасем ташларĕç. Н.Поликарпова анăç ташшипе кăмăла çĕклерĕ.

Курма килнĕ ял халăхĕ кăмăллă юлчĕ концертпа. Вĕренекенсем хутшăннине, вĕсем сцена çине тухма хăнăхнине ырламалла. Шкулта Е.Н.Капитонова анлăн ĕçлет ку енĕпе, К.Р.Иванова та пулăшать. Фойере вара ачасен ĕçĕсем, ял хуçалăх техникин моделĕсем вырăн тупрĕç. Ялти хастар ал ăстисем те хăйсен пултарулăх ĕçĕсене тăратнă. Вĕсен шутĕнче – В.Николаеван тĕррисем, Е.Петрова ачасем валли çĕленĕ чăваш кĕписем, Çветтуй Николай ячĕпе хисепленекен вырсарни шкулĕн воспитанникĕсен, О.Иванова бисертан тунă, тĕрленĕ япалисем, ÿкерчĕксем...

Концерта Л.Андреева ертсе, купăспа Н.Петров хавхалантарса, музыкăна М.Матросова йĕркелесе пычĕç.

 



"Ял ĕçченĕ"
23 апреля 2013
08:50
Поделиться