Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Хисеплĕ ятсемпе

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2013 çулхи çĕртме уйăхĕн 11-мĕшĕнчи 58-мĕш указĕпе килĕшÿллĕн ял хуçалăхĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн районти Валерий Геннадьевич Грачевăн хресчен (фермер) хуçалăхĕн машинăпа ĕне сăвакан операторне Галина Георгиевна Шашкована “Чăваш Республикин ял хуçалăх тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” хисеплĕ ят панă;

педагогика тата воспитани ĕçĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн муниципалитетăн пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан “Тăвайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул” бюджет учрежденийĕн учительне Елена Германовна Павлована “Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ” хисеплĕ ят панă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2013 çулхи çĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕнчи 59-мĕш указĕпе килĕшÿллĕн сывлăх сыхлавĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа тăрăшнăшăн Чăваш Республикин “Тăвай районĕн тĕп больници” бюджет учрежденийĕн тĕп врачне Нина Николаевна Бурдасована “Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ”, Чăваш Республикин “Тăвай районĕн тĕп больници” бюджет учрежденийĕн медицинăн операци сестрине Елена Николаевна Саперована “Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” хисеплĕ ятсем панă.



"Ял ĕçченĕ"
22 июня 2013
11:03
Поделиться