Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Андриян Николаева асра тытса

Июлĕн 3-мĕшĕ – хамăр ентеше, икĕ хутчен Совет Союзĕн Геройне Андриян Николаев летчик-космонавта асăнмалли кун. Унăн тăван районĕнче Сĕнтĕрвăрринче çав ятпа тĕрлĕ мероприятисем иртнĕ. Космонавт çуралса ÿснĕ Шуршăл ялĕнче митинг пулнă, Асап тÿснĕ Андрианпа Наталия çветтуйсен часавайĕнче Андриян Николаевăн вил тăпри çине чечексем хунă. Мероприятие хутшăнакансемпе хăнасем летчик-космонавтăн музей-çуртĕнче пулнă, асăну комплексĕнче уçă алăксен кунĕ, экскурсисем пуласси, “Звездный Сокол” документлă фильм кăтартасси çинчен пĕлтернĕ. Шуршăлта çавăн пекех “А.Г.Николаев çулĕпе: шкултан – çăлтăрсем патне” асфальт çине ÿкерекенсен районти конкурсĕ иртнĕ.

Шуршăлти митинга республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, культура министрĕ Вадим Ефимов, олимп чемпионки Елена Николаева, район ертÿçисем хутшăннă. Михаил Васильевич сăмах каланă.



"Ял ĕçченĕ"
05 июля 2013
11:10
Поделиться