Айккинче юлар мар!
Сентябрĕн 14–21-мĕшĕсенче тавралăха çÿп-çапран тасатассипе “Пĕрле пуçтарар-ха!” Пĕтĕм Раççейри акци иртет. Унăн тĕллевĕ – çĕр-шыва çÿп-çапран тасатасси, çынсен культурине ÿстересси, çÿп-çапа, ăпăр-тапăра палăртнă вырăна кăна тăкассине йĕркелесе ярасси. Акцие хутшăнса пур çĕрте те массăллă субботниксем ирттерер. Акцие Раççейри Çут çанталăк надзорĕ ырланă, ăна кăçал Тавралăха сыхламалли çулталăкра ирттерме палăртнă ĕçсен планĕпе килĕшÿллĕн йĕркелеççĕ.
Пирĕн республикăра ăна иртнĕ эрне кун Шупашкарта хула 500 çул тултарнин ячĕпе хисепленсе тăракан паркра савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Ун хыççăнах субботник ирттернĕ. Унта хулари культурăпа вĕрентÿ учрежденийĕсенче ĕçлекенсем, обществăлла организацисен представителĕсем хутшăннă. Çак кунсенче акци шучĕпе тавралăха тирпей-илем кĕртмелли мероприятисем пур районта та иртеççĕ. Тавралăх таса та илемлĕ, йывăç-курăклă, чечеклĕ пулни кирек камăн кăмăлне те çĕклет, тулĕк пĕрисем тăрăшни çине теприсен сурмалла мар. Пурте кар тăрар та тăван района тата илемлĕрех, тасарах тăвар. Çак ĕç пуриншĕн те – садик ачинчен пуçласа ватă çынсем таранах – кулленхи пурнăç ыйтни пулса тăтăр. “Пĕрле пуçтарар-ха!” акцирен пĕри те айккинче тăрса юлар мар.