Строительство – экономика локомотивĕ
Иртнĕ эрнере республикăри строительство комплексĕн 9 уйăхри ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ. Асăннă тапхăрта строительство материалĕсемпе конструкцисем туса кăларасси, пурăнмалли çурт-йĕр тăвассин калăпăшĕ ÿснĕ. Отчетлă тапхăрта нумай хваттерлĕ çуртсене ĕçе кĕртессин калăпăшне 2 хут ытла ÿстерме пултарнă. Çав вăхăтрах хăш-пĕр районсемпе хуласенче пурăнмалли çурт-йĕре ĕçе кĕртмелли плансем пурнăçланман (ку йыша Тăвай районĕ те кĕрет – 84,5 процент).
Журналистсен ыйтăвĕсем çине хуравланă май республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пурăнмалли çурт-йĕре ĕçе кĕртнин калăпăшĕ нумай хваттерлĕ çуртсене хута янипе çыхăннине палăртнă.
“Строительство отраслĕ экономика аталанăвĕн локомотивĕ пулнă, халĕ те çавах”, – тенĕ республика Пуçлăхĕ.
Чăваш Енре, иртнĕ çулхи тапхăрпа танлаштарсан, пурăнмалли çурт-йĕре ĕçе кĕртесси 105,1 процентпа танлашнă.